Шырав: чи

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.
частица,  
служит для образования форм превосходной степени

самый, весьма
наи-

чи авалхи — самый древний
чи вăрăм кун — самый длинный день
чи кĕске — самый короткий
чи малтан — 1) с самого начала 2) прежде всего
чи пысăк — наибольший, максимальный
вăл чи юлашки килчĕ — он пришел самым последним
II.

1. подр. —
о быстром взлете, напр. птиц

чи! кай — быстро взлететь
2.
подражание писку птичек

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

частица для образования превосходной степени: самый, очень, весьма. N. Чи пысăк, самый большой. Чи малтан, с самого начала, прежде всего. Дик. леб 44. Чи кĕçĕн пиччĕшĕ йĕрсе янă. Ib. 46. Ташă ăстисене чи илемлисене чĕнсе пуçтарма хушать. Ib. 43. Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Ib. З8. Çавăнтан вĕçсе каçса килме халĕ те пирĕн çулталăкра икĕ чи вăрăм кун суйласа илмелле. Ib. 37. Чи варринче анчах шывран пĕр шĕвĕр чул тухса тăрать. Ib. 34. Хăй вăрманти чи чăтлăх çĕре кĕрсе кайнă. Скоро она зашла в самую чащу леса. А.-п. й. 76. Эсĕ чи пысăк арчуна пушат-ха. Ты опростай самый большой сундук. Ал. цв. 16. Юратнă кĕçĕн хĕрин сылтăм аллин чи кача пӳрнине тăхăнтарать. Юрк. Армана чи кайран пынă çын, çав сăмаха калама пĕлнĕ пирки, чи малтан ырашне авăртса кайнă. А.-п. й. 114. Тепĕр çултан Кĕркури чи лайăх тракторист пулса тăчĕ. Хумма Ç. Чи юлашкинчен вăл хăй сăмахне çапла пĕтерчĕ. Изамб. Т. Чи кайран хуратулпа кантăр акаççĕ. Вишн. 74. Чи çиеле каллех пĕр вершук кăмрăк, ун çине тепĕр вершук хăйăр сарас пулать. ПТТ. Арçын ачасем чи аван тумтирсене тăхăнаççĕ. Етрух. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасемпе уя тухса вут пит вăйлă хураççĕ. Регули 1419. Чи вăхăтрах килтĕм. Ск. и пред. чув. 108. Кĕтет ялти Тимккана чи çур-çĕрĕн тĕлĕнче. СПВВ. БМ. Чи = чăн, самый (для выражения превосходной степени): чи малтан, прежде всего, чи лайăххи, самый лучший. N. Тăвăн чи тӳпинче, чи шăрăх вăхăтра. Эпир çур. çĕршыв 25. Чи хули кăнтăр вĕçĕнче мăн çулпа пырса кĕнĕ çĕрте. N. Чи тӳпери çич çăлтăр, çиччĕ çавăрса каласан сăвап пулать, тет.
подр. К.-Кушки. Чи! турĕ, пи! турĕ, çӳле кайрĕ çăмарта турĕ. (Хăмла). Б. Хирлепы. Чи кайăп, ши кайăп çӳле кайăп, çăмарта тăвăп. (Хăмла). Ст. Айб. Чи каять, çӳле каять, çăмарта тăвать. (Хăмла). || Кума-к. Чи пăхăп, йăл кулăп. (Хĕвел пăхни). || Цив. Çĕрĕ витĕр чи шăхăрчĕ.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

иң; чи кирли - иң кирәкле

Çавăн пекех пăхăр:

чешуйка чешуя чешшовкă чея « чи » чи-и чи-чи чибис чивĕл чивĕлтет

чи
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150