Шырав: чик

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.

1.
втыкать, вонзать, всаживать
йĕпе вырăнне чиксе хур — воткнуть иголку на место
карттă çине пĕчĕк ялавсем чиксе тултарнă — карта истыкана флажками
2.
колоться
шăлан хулли чикет — шиповник колется
кофта чикет — кофта кусает (кусается)
чикен чикме пуçларĕ —  закололо в боку
3.
резать, закалывать, прокалывать (колющим оружием)
чиксе пăрах — заколоть
çĕçĕпе чик — пырнуть ножом
штыкпа чик — пронзить штыком
4.
прикалывать, пришпиливать, накалывать
хутсене чиксе хур — пришпилить бумаги
çӳç çине чечек чиксе ларт — вколоть в волосы цветы
5.
совать, засовывать, всовывать
алла кĕсьене чик — засунуть руку в карман
Алăк хушшине аллуна ан чик. — погов. Не суй руку меж дверей.
6.
класть
совать
прятать
девать
разг.
кĕпене арчана чик — положить рубашку в сундук
вăл аллисене чĕр-çитти айне чикнĕ — она спрятала руки под передник
пуçтарса чик — прибрать, убрать, спрятать
эсĕ ман çĕлĕке ăçта чикрĕн? — куда ты задевал мой шапку?
Пĕр кунлăх каяс тесен çичĕ кунлăх çăкăр чик. — погов. Едешь на день — клади хлеба на неделю.
7. разг.
закопать, погрести, захоронить
çĕр айне чик — зарыть в землю
8.
вкладывать, вставлять, закладывать
заправлять

çырăва конверта чик — вложить письмо в конверт
шăлавара атă кунчи ăшне чик — заправить брюки в сапоги

чиксе ларт —
1) приколоть, пришпилить
бант чиксе ларт — пришпилить бант
2) водрузить, воткнуть
ялава чиксе ларт — водрузить знамя
шалча чиксе ларт — воткнуть кол
3) вставить, заложить
хăлха шăтă-кĕсене ватка чиксе ларт заложить уши ватой

чиксе тултар — набить, напихать
персе чик — засунуть, запихать

чиксе яр —
1) сунуть, засунуть
2) вставить, вложить
çырупа пĕрле сăнӳкерчĕк чиксе яр — приложить к письму фотографию
9.
окунать, обмакивать
калемне чернил ăшне чиксе ил — обмакнуть перо в чернила
анчăка шыва чиксе кăлар — окунуть щенка в воду
10.
наклонять, склонять (напр. голову)
опускать, потуплять
вăл куçне çĕре чикнĕ —он потӳпнл глаза
пите çуха ăшне чик — уткнуть лицо в воротник
пуçа чик — 1) опускать, склонять голову 2) перен. вешать голову

чиксе турт — приметать, пришить на живую нитку
хăлхана та ан чик — не обращать внимания на сказанное, пропускать мимо ушĕй
ăша чик — удержать что-л. в памяти
сăмсуна чик — соваться, совать свой нос не в свое дело
пуçа чиксе кĕнеке вула — уткнуть нос в книгу
йĕп чиксе те куç курмасть — хоть глаз выколи, не видно ни зги
ман ăçта пуçа чикес? — куда мне деваться?
II.
подражание писку птичек и мышей

чик-чик — 1) усил. от чик II., 2) подражание тиканью часов

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

подр. свисту. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă, шурă çĕлен илешнĕ, кĕрсессĕн те чик шăхăрат, тухсассăн та чик шăхăрат. Коракыш. Чик шăхăрат, чу каять. (Салакайăк вĕçни). Шурăм-п. Чик, чик шăхăрсан, урине те кăтартмасть (лошадь). || Подр. писку мыши. Сред. Юм. Олăм айĕнче кошак кайăксĕм пит нăмай полас, пĕрмай чик, чик тăваççĕ. (Звук, когда кричат мыши). || N. Кайăк йорлать чик-чик! || Подр. тиканью часов. Сред. Юм. Кармана чиксе çӳрекен сехет çӳренĕ чох чик чик туса çӳрет.
тесно. Нарчерт. 197.
граница, межа. Чăв.-к. † Чикрен тухрăм тайăлтăм, çĕр-шывсенчен уйăрăлтăм. (Хĕр йĕрри). Баран. 201. Чикне, его границу. Ст. Шаймурз. Шур урхамах пырать чикпеле, çилкисем çыхланать çилпеле. СТИК. Туя туйла тăваççĕ пусан, кĕрӳ кĕрӳ çумĕсемпе, туй хыçĕсемпе таврари ялсене кайса хурăнташсем панче туй туса çӳрет. Малтанах вăл хăй ялĕнчен хурăнташсем патне çӳрет, унтан, хăй ялĕнчи хурăнташсем патне çӳресе тухсан, ют яла тухса кайнă чух çĕр чикне чарăнса ташлаççĕ, такмак калаççĕ. Малтанах кĕрӳ ташлат, унтан вара ыттисем. Ташланă чухне сăран çинче ташлаççĕ. Ст. Чек. Ĕнтĕ вилсен те çылăх мар, чикрен иртнĕ (перешел границы, т. е. состарился) ĕнтĕ эп. Ib. Чикрен тухать, переступает границы приличия.
совать, всовывать, сунуть; втыкать, вонзать всаживать. N. Хутаççа чик. N. Виç çĕр тенкĕ укçа чиксе кайрĕ. Салагаево. Пашалу çине тăвар, кăмрăк чикĕççĕ. N. Çынни пилĕк çĕр тенкĕ укçана илсе чикрĕ, тет те, юлташĕ патнелле уттара пачĕ, тет. Орау. Кĕпине чĕркуççи айне хĕстерет, çĕввине кĕпи çумне чиксе хурать те, унтан çĕлет. N. Ак эп сана тытса пуçна юр çине чикем. Орау. Кашни аллисене хурана чикеççĕ. Каждый сует в котел руки. N. Турчăка пур çинче алла вута чикмеççĕ. Коли есть кочерга, в огонь руки не сунешь. N. Алăк хушшине ална ан чик, теççĕ. Не суй руки между дверью и косяком. Пазух. 21. † Шур çăмартан çĕвви çук, йĕп чикме те вырăн çук. ТХКА 126. Сарă мăйăр, хĕвелçавнăш кĕсе кĕсе туллиех хĕрсемпеле каччăсем чике-чике тултарнă. Ядр. † Пирĕн ялăн хĕрĕ тесен пар лашуна кӳлсех тух, икçĕр тенкĕ чикех тух, ху тиек пек пулса тух. Çутт. 20. Тĕм кутне пуçа чиксе выртрăм. Кан. Е шетникрен тӳрех аллипе чиксе куçне çăваççĕ. N. Тата эпĕ кунта картăчкă ӳкернĕччĕ те, чиксе çуресе варланса пĕтрĕ. || Вложить. N. Пиçмо янă чух пиçмо çине пĕр кăранташ чиксе яр. || Укунуть. Истор. Вилнĕ çынсенĕн чĕрисене кăларса илсе шыв çине чикнĕ. || Уткнуть. ФН. Пуçне (лицо) çытар çине чикрĕ (уткнул). )| Подоткнуть. Орау. Утиал хĕрне ман аялла чик-ха (подоткии под меня одеяло). || Изамб. Т. Ăна аялти (кто внизу) улăм чиксе парат. ТХКА З6. Çăмахне шăрпăкпа чике чике çирĕмĕр, питĕ тутлă пулчĕ. || Сплести пальцы. N. Аллисене пурнисене хире хирĕç чикнĕ те пырать. || Кодоть. N. Йĕплĕ хулă чикет. Шиповник колется. N. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. Работа жестка, но все-таки не колется. Ск. и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть. Хоть иголкой (глаз) выколи — ничего не видно. Ал. цв. 6. Унăн тавра куçран чиксен те нимĕн те курăнмасть. Тогаево. Çĕрле полсан шуйтан çурисем темиçен анчĕç, тет те, çак каскана Иван тесе атă пăрисемпе чикме пуçларĕç, тет, чиксен чиксен вара охса карĕç, тет. (Из сказки). Букв. 1908. Чĕрĕпĕн йĕпписем чикнĕ (кололи). Якейк. Çак аякра тем чике-чике каять (что-то колет). N. Пире пĕр эрне хушшинче каçантан икĕ рас чиксе эмел ячĕç. || Приколывать. Кан. Вилнĕ Уçтини кăкăрĕ çумне пулавккăпа икĕ паккет чиксе лартнă. || Зарезать. БАБ. Пĕрне пĕри çĕçĕпе чикес пек тăраççĕ. || Закопать. || Хоронить. Чăвашсем 30. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă. Шурăм-п. Пĕлтĕр унăн матки вилчĕ те, чирĕк картине чикрĕç. Чăв. й. пур. 26°. Якку каланă: кунта мана пĕтеретрем, чикетрем, тенĕ. || Наклонять, опускать (голову, глаза). А.-п. й. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. N. Пуçне чиксе ларакан пиçнĕ çырла мар-ши çав. ЧС. Пиччесем, инкесем аран пуçĕсене чиксе иртеççĕ. N. Хăлхана ман енелле чиксе, манăн юлашкинчен йăлăннине илтсем. N. Хăраса пĕр сăмах чĕнмесĕр пуçне çĕрелле чиксе тăнă. N. Çынтан ыйтсан, е вăл туса парсан (çырса парсан), вара санăн унта нумайччен чăтса пуçна чиксе пурăнас пулать. Ал. цв. 12. Хуçа пуçне çĕрелле лаш чикнĕ те, шухăшла пуçланă. Образцы 2. † Çук çын хĕрĕ тиейсе пуçра чиксе ан тăрăр. Калашн. 7. Тĕксĕм куçĕсене çĕре чикнĕ вăл. Опустил он в землю очи темные. || N. Анчах çав япаласем çинчен пурне те тĕрĕс, нимĕн хушмасăр, нимĕн чикмесĕр çырас пулать. || Приобретать, наживать. N. Манăн пурăнмалăх пур-ха, укçалла выляса чикрĕм. || Присваивать. Кан. Хăй копператтив пуçлăхĕ пулсан та, укçасем чиксе улталама пăрахмасть. || Повредить кому, поставив его в невыгодное положение. N. Вĕсем пирĕн çынсен айван ăсне-йăвашлăхне курса май килнĕ чух чикме те ӳркенмеççĕ. И Прогулять. N. Тумтирсене сутрăмăр ытлашкине, укçине майрасем патне чикрĕмĕр. || Взять во что. ЧС. Шывĕ çăвара чикме çук, тăварлă. || Девать, прятать, спрятать, упрятать. N. Ăçта чикрĕн эсĕ ăна? N. Чухăн çын хăвăртрах тупăк хуппине витет те, пăтапах çапса лартать, унтан масар çине йăтса кайса, çĕрех алтса чикет. Дик. леб 44. Вăл хăйĕн аллисене чĕрçитти айне чикнĕ. Руки свои Элиза спрятала под передник. N. Алă хуçăлсан алсашне чик, пуç çурăлсан çĕлĕкшне чик, теççĕ. Будет сломлена рука в варежку спрячь, будет раскроена голова в шапку спрячь. N. Унăн ниçта пуçне чикме те вырăн пулман. || Положить. А.-п. й. 76. Нушана пăлтăралла сĕтĕрсе тухрĕç те, пысăк арчана тĕркелесе чикрĕç, унтан пысăк çăрапа питĕрсе илчĕç. Вытащили нужду в севи, положили в сундук, закрыли и заперли. Ск. и пред. чув. 112. Хĕвне çăкăр чикрĕ те... || Удержать в памяти. КС. Ăша чик. || Вкладывать (в голову), принимать к сведению, постигать. N. Кил хуçийĕн халапне пуçа чиксех (очень внимательно) итлеççĕ.
употр. в сочетании: ăшчик.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

кадарга, чәнчергә

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

1. «втыкать», «затыкать», «вонзать», «колоть»; 2. «совать», «всовывать»; др. тюрк. (енис.) тег, тиг, уйг., узб., хак. тик, кирг., башк. тык, казах., тығ, тур., туркм. дик «втыкать», «вонзать», «сажать (деревья)», «ставить», «водружать»; «совать»; АФТ тык «набивать»; кирг. шык, шыкап толтур «набить» (чув. чиксе тултар); якут. тик «жалить»; калм. чикх «совать», «набивать»; «пихать»; ср. груp. цик «втыкать».

Çавăн пекех пăхăр:

Чиешнер чиж чижик Чийе çырми « чик » Чик çырми Чик варĕ чик юпи чик-чак чикăл

чик
Пуплев пайĕ
Еçхĕл
 
Фонетика
3 саспалли
 
Семçе сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150