то же, что шăши, мышь. Слеп. Шăрши — кошак кайăкĕ. Зап. ВНО. Пĕр шăршин икĕ хӳре. (çăпата). Собр. Кушака çĕнсе шăрши айне пулнă, теççĕ. Одолел кошку, но был побежден мышью. (Пословица). Сред. Юм. Шăршне вилĕм, кошака колă. Кошке игрушка, мышке слезки. ЧС. Урама сĕтĕрсе тухса пуç тăрăх шыв ярса кӳпнĕ шăрши пек йĕп-йĕпе тăваççĕ. || Мыт (болезнь у лошадей). Сред. Юм. Лашана шăрши полать, чирлет. Тюрл. Лашана полать шăрши, янах айне, янах хошшине, чăмăр пек полса каять, вара тымар тăрăх чĕре патне каять, хырăм кӳпет, вара лаша вилет. Янах айне чăмăр пек полса кайсан, çавна вара ывăç çине чăмăртаса тытса ептĕрпелен ватас полать. || Имя мужч. Орау. || Фамильное прозвище в дер. Хирбоси (в бывш. Тойсинск вол.) Якейк. Шăрши Михали.
Çавăн пекех пăхăр:
шăршăллă курăк шăршăн шăршăнтар шăрша « шăрши » шăрши йосĕ шăрши мăйри шăрши-марши шăрши-юс шăршлă