I.
1.
прорастать, всходить, давать ростки
калча тикĕс шăтса тухрĕ — посевы взошли дружно
вăрлăхăн шăтас пахалăхĕ — всхожесть семян
вăрăран шăтнă ӳсентăран — сеянец
Мĕн акнă, вăл шăтать. — посл. Что посеешь, то и вырастет.
Шĕшкĕ вырăнне шĕшкех шăтать. — посл. Под орешником и вырастет орешник.
2. перен.
прорезаться (о зубах)
ачан тепĕр шăл шăтнă — у ребенка прорезался еще один зуб
II.
1.
продырявиться разг.
прорваться
прохудиться прост.
витре шăтнă — ведро прохудилось
çĕтĕлсе шăт — проноситься, продырявиться
çунса шăт — прогореть
çийĕнсе шăт — протереться
çурт тăрри шăтнă — крыша прохудилась
пыршă шăтни — прободение кишечника
2.
лопнуть, вскрыться (о нарыве)
◊
пăт шăтакан янах — подбородок с ямочкой
ӳт шăтни — пролежень
III. разг.
1.
пробалтываться, проговариваться, выдавать секреты
ун çинчен вăл шăтать-шăтатех он все равно об этом проболтается
2.
ябедничать, наушничать, доносить
IV.
1.
вплотную, плотно
алака шăт хуп — плотно закрыть дверь
2.
совсем, полностью
ĕçе шăтах пĕтер — полностью закончить работу
◊
шăт та пат — точь-в-точь, как две капли воды (похожи)
V.
подражание тихому треску
чӳлмек хĕрри шăт туса катăлчĕ — краешек горшка треснул и откололся
подр. треску. Б. Олг. Коршак шăт тесе катăлат. Ib. Хӳелçармăç вăри, çинĕ чох шăлпа çыртсан, шăт! тет. Сред. Юм. Кантри пĕрчи çине таптасан, ô шăт! туса çĕмĕрлет. Шорк. Пĕр пыйтă шăт вĕлерчĕ. В. Олг. Шăт! звук перерванной веревки. КС. Шăт! — звук перерванной нитки. || N. Макçарăм поллин (у головастика) хӳри шăт. II Вплотную. Тюрл. Çĕнтерчĕ 56. Читтальнăран, шăт хупăнман алăк хушшинчен Интернатсионал юрлани илтĕнсе каять. || Совсем. О сохр. здор. 126. Апла тусан та юн чарăнмасан, тутăр пĕтĕрсе сăмсана шăтрах чикес пулать. || Точь-в-точь. Кан. Коммунистсен юмахне пулсан, вăл шăт та патах коммунист.
произрастать, всходить, прорастать, появляться. N. Вăрлăх шăтни, прорастание семян. Букв. 1900. Мĕн акнă, çавă шăтать. ЧП. Эпир каяс çул çинче пăрăнайса шăтнă пĕр тулă. Ib. Эпир каяс-килес çул çине шăтайса тухнă пĕр тулă. А.-п. й. 81. Иван пĕрре хире кайса пăхать те, пăрçа лайăх шăтнине кура, килне çав тери хавасланса таврăнать. О сохр. здор. 55. Çуркунне шăта пуçланă çĕрулмине нихăçан та çиме кирлĕ мар. Скотолеч. 28. Шăтса кайнă улма. Проросший картофель. Альш. Путпулсем кунта начар: час шăтать карттахви. Аттик. Унтан кайран чечексем шăтса тухаççĕ. Хош-Çырми. Кăçалхи напор поласса пĕлнĕ полсан, аçа та кикен полас-мĕн, çеçен хир варрине шăтас-мĕн, хорçă çавапала касăлас-мĕн. Кабы я знал, что в этом году будет набор, так лучше стать бы мне чемерицей без семян, вырости бы в чистом поле, скоситься стальною косою (Солд. п.). ГФФ. Кăвак тай (= та ай) çеçке шăтса ӳснĕ те полсассăн... Кабы я взошел и вырос синим цветком... Альш. Сĕве кукăрĕнчен инçех мар, вăрмана кастарнă та ĕлĕкрех халĕ чăтлăх çăкалăх, ăвăслăх шăтса ӳснĕ. N. Сирĕн урамăрсем кукăр-макăр, кукрисерен шăтнă сар çăка. Сунч. Пилĕк палан пĕр тĕмĕрен, палан шăтать, тăван шăтмасть. Собр. Шăл ӳксенех йытта памалла, кайран хытă шăл шăтат, тет. Якейк. Кĕтӳ хирĕç тохрăм та, мăклă тына тĕл полтăм, мыри шăтмин пырĕччĕ, мыри шăтас сасси пор. N. Çапла шăтса тухнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ. || Лопнуть. N. Шурă шурă çăмарта, шăтмĕ, шăтмĕ терĕçĕ, шăтрĕ-çке шăтасса. Сĕт-к. Куçĕ шăтса йохтăр. Юрк. Пире курайман тăшмансенĕн алли-ури типсе хăринччĕ, икĕ куçĕ шăтса тухинччĕ. Альш. Эй, шăтнă куç! || Прорваться, продырявиться. Карамыш. Ала шăтнă. Рогожка решета (полотно сита) прорвалась. А.-п. й. 39. Ула-такка Сахар лавĕ çинчи пичке тăррине хăпарса ларчĕ те, шĕвĕр сăмсипеле шаккама тытăнчĕ. Шаккасан-шаккасан, пичке хăми витĕрех шăтса тухрĕ. || N. Лопăр полнă ачи пĕртак тăхтасан, пырса ыйтатчĕ: „Ойăх шăтса-и?“ — тетчĕ.— Шăтса, — теттĕмĕрччĕ. || Открыться (о тайне), проговориться. Разг. С. Мих. 39. Çын ĕçĕ йăвăрри пĕре-пĕре шăтать — шăтатех. П. Яндоуши. Пĕри пирĕн туйла авланнă, уна нумайччен пĕлмен, вара такăш пĕри шăтнă та (сăмах вĕçерĕннĕ те), кăларса ячĕç. || Доносить. Орау. Кайса шăтнă, е урăхла: шĕрса кăтартнă (передал тайно о событии). Ст. Чек. Ку çын ĕнтĕ матруса (леснику) шăтнă пулĕ, ав матрус килет. || Промахнуться (в игре в камешки — шакла). Шорник. Пĕррере шăтрĕ. Ib. Лапра шăтрĕ.
1. «продырявиться», «прохудиться»; 2. «прорастать», «лопаться», «прорываться»; шăтар 1. «прокалывать», «сверлить», «буравить»; 2. «проращивать (семена)»; МК ӳштӳр «заставить проколоть, просверлить»; башк., тат. шыт «прорастать», «пускать ростки»; шыттыр «проращивать»; чаг. ашат «лопнуть», «треснуть» (Будагов I, 50); азерб. чатла «треснуть», «лопнуть»; чат «щель», «трещина», «расщелина»; казах. шатына «треснуть», «лопнуть».
Çавăн пекех пăхăр:
шăрштар шăршу шăршшу Шăршывар « шăт » шăт-шат шăт-шот шăтăк шăтăк çăварĕ шăтăк-çурăк