I.
1.
число, количество
количественный
шут хисепĕсем — грам. количественные числительные
вĕсен шутĕнче — в их числе
çав шутра — в том числе
спортсменсен шучĕ ӳсрĕ — возросло количество спортсменов
пирĕн факультет малтисен шутĕнче — наш факультет находится в числе передовых
шута кĕрт — причислить, отнести к числу кого-чего-л., присоединить
шутран тух — выбыть из числа кого-чего-л., перестать числиться
2.
счет
счетный
çул шучĕ — летосчисление
укçа шучĕ — количество денег
шут ĕçĕ — счетоводство, счетное дело
шут комиссийĕ — счетная комиссия
аванс шучĕпе укçа ил — получить деньги в счет аванса
çын шучĕпе пурăн — жить на чужой счет
пысăк шутпа çĕнтер — победить с крупным счетом
вăл çитес пилĕкçуллăх шучĕпе ĕçлет — он работает в счет будущей пятилетки
кашни тенкĕ шутра — каждый рубль на счету
3.
учет
учетный
шут кĕнеки — учетная книга
4.
расчет, предположение
шута ил —
1) принять на учет кого-что-л.
2) взять в расчет, принять во внимание
лару-тăрăва шута ил — учесть обстановку
3) предусмотреть
эпĕ пĕтĕмпех шута илнĕ — я все предусмотрел
шута ан хур — умалять, принижать, не уважать
техникăна шута хуманни — игнорирование техники
пурне те шута илеймĕн — все не предусмотришь
5.
разряд, группа, категория
кит сĕтпе ӳстерекеннисен шутне кĕрет — кит относится к млекопитающим
6.
взгляд, мнение
ман шутпа — на мой взгляд
пирĕн шутпа — по нашему мнению
7.
желание, намерение, цель
шут ту — надумать, задумать что-л.
кирлĕ япаласем илес шутпа лавккана кĕр — зайти в магазин (с намерением) приобрести необходимые товары
унăн малалла вĕренес шут пур — он имеет желание продолжить учебу
çирĕп шут тыт — твердо решить, поставить целью
8.
забота, беспокойство
унăн кун пирки нимĕнле шут та çук — он ничуть об этом не беспокоится
пĕр шутсăр пурăн — жить без всяких забот
9.
значимость, важность, значение
ку фактсем пĕр шутах пыраççĕ — эти факты имеют одинаковое значение
садри кайăк сар кайăк, кайăк шутне кам шутлать? — фольк. в саду птица-иволга, кто сочтет ее за птицу?
10.
обычай, традиция
привычка
вăл пурне те ĕлĕкхи шутпах тăвать — он все делает так, как привык
ваттисен шучĕпе — по старому обычаю
11. разг.
время, срок
унăн кăçал хĕсмет шучĕ пĕтет — у него в этом году кончается срок воинской службы
тепĕр эрнерен киле кайма шут çитет — через неделю настанет время отправляться домой
12. разг.
толк, смысл
польза
кунта ларнин шучĕ çук — нет смысла сидеть здесь
13.
вид, видимость
ăçленĕ шутне анчах тăвать — он только делает вид, что работает
◊
пĕр шута хур — равнять, ставить на одну доску
ним шутне те ан хур — ни во что не ставить
çын шутне кĕр — выбиться в люди разг.
шут та пулман — и в мыслях не было
II.
счеты уст.
шут шăрçи — костяшки счетов
шот, счеты (прибор для счета). Шорк. Шот çинче шотлас (шот çинче хурас). Считать на счетах. Арзад. 190З. Çак шутсем çинче (на этих, т. е. нескольких, счетах) миçе миçе хурса тухнине (положено) çыр. Изамб. Т. Миçе тенкĕ памалли шут турт ха (или: шутпа шутла-ха). Шурăм-п. № 22. Тата шута пур сутă илнĕ çерте тыткалаççĕ. Сунт. Шут çине хурать. Кладет на счетах. Ib. Шут шăрçипе шутласа ларать.
шот, счет (число, количество). N. Укçа шучĕ, счет денег. ПТТ. Вăйçăпа çăмарта çĕклекен çăмарта шутне тултармасăр пымаççĕ. N. Хут пĕлекенсен шучĕ, число грамотных. N. Кулленхи шут, текущий счет. Шурăм-п. № 19. Хăшĕ, кĕлте шучĕ кая ан юлтăр тесе, кĕлтисене тултармасăрах çыхаççĕ. Регули 1283. Шочĕпе мĕн чол тохнă, он чол парăп. N. Редакци вара хăй шучĕпе кĕнекесем кăларĕччĕ, тесе çырнă. Якейк. Ати улĕ виççĕччĕ, шот шотлама ларсассăн, шотран ытлашши эп полтăм. Ib. Хĕрсе хĕвел тохнă чох хĕр шотĕнчен кăларатпăр, хĕрсе хĕвел аннă чох арăм шотне кĕртетпĕр. Çĕнтерчĕ. 49. Эпир шутран тухрăмăр. Шорк. Шота кĕнĕ. Вошел в число, считается вместе с другими. Ib. Хĕр шотне кĕнĕ. Сред. Юм. Качччă шотне кĕмесĕрех аллантарчĕç. Туперккулёс 15. Тепĕр тапхăр этем каччă шутне кĕме пуçласан чирлеме тытăнать. N. Хĕрарăмсем, эсĕр те халь этем шутне кĕтĕр. Сред. Юм. Çôратса янă çын та шôтне толтарма. (Пôлмас çын çинчен калаççĕ). Кан. Çакăнта ĕçлеме 16 çынна рапоччи шутне илиĕ. ППТ. Унăн çуртĕнчен нихçан та чир-чĕр тухмас, ĕмĕрне çын шутне кĕреймес, теççĕ. N. Çын шутне кӳртместчĕç. N. За человека не считали, ни во что не ставили. ТХКА 22 . Эх, мухтанчăк, вĕçкĕн таракан; халăх шутне кĕместĕн; чупассипе антратрăн; пуçа каçăртса, уссине тăратса çӳренипе пурнăç пулать-и вара! Кан. 1927. Çын — çын шутĕнче пултăр, выльăха — хăйне вырăн пултăр. Ib. Ялтан Крикорйĕв лашине ватă лаша шутнех кӳртсе çырса янă. Эпир çур. çĕршыв. 16. Çак урам пирĕн урам шутĕнчех: ăна та пирĕн урампа пĕрлех Чăрăш теççĕ. Шорк. Шотран тохнă, вышел из числа, не считается. Ib. Çын шотĕнчен тохнă. Сред. Юм. Шôтран тôхнă. (Говорят о стариках, которые по старости ни на что не способны). Пшкрт. Шотран тохнă çын = иртсе кайнă çын (избалованный). Шорк. Стакканĕ ĕнтĕ стаккан шотĕнчен тохнă. Стакан вышел уже из употребления, не годится для употребления. Ib. Шотран кăларнă. Его выключили из числа..., его не считают за... Ib. Она çын шутĕнчен кăларнă ĕнтĕ. Вишн. Çапла ĕнтĕ, уйрăм çирĕм сăра курки шыв ĕçместпĕр пулсан та, хамăр ăша тĕрлĕ апат çисе, çапах çав шутран кая илместпĕр. Б. Олг. Калля килетпĕр ĕне кĕтӳ пек, шот та çок çĕмĕрĕлнĕ халăх. || Разряд. Кан. 1929. Капла пуян шутĕнчен юлсассăн пĕтетпĕрех уш. || Время, срок. Панклеи. Тепĕр эрнерен ачана киле каяс шут çитет. С. Янгильд. Микихвăрăн салтак шочĕ пĕтрĕ. Микихвăр пĕр хĕç илчĕ те, киле килме тохрĕ. Собр. Вăрман хĕрне пас тытат, тăкăнас шутпа хăй тăкăнат, пирĕн те каяс шут çитет.|| Мысль, желание, цель. Сюгал-Яуши. Ман юлташа темскер шут килсе кĕчĕ те, мана калать... Кан. 1929. Пĕрлешӳллĕ хуçалăха пĕтерес шутпа тĕрлĕ киревсĕр суя хыпарсем сарчĕç. КС. Çими пĕтнĕ тиччĕç, тырă ыйтма пыман-ши вăл? — Çав шутпала пынă пулмалла та, хăяймарĕ пулмалла. А.-п. й. 32. Сурăх таки, йăвăç тураттинчен вĕçерĕнес шутпа, сулланма тытăнчĕ. N. Шурă кайăкăн çунат çук, çӳле улăхма шучĕ çук, ӳт чĕлхенĕн шăмми çук. N. Килти шутпа — начар, кунти шутпа юрат. По-домашнему — плохо, по-здешнему — хорошо. Кан. Ман шутпа çакна тусан аван. В. Олг. Карав пăрахăç полчĕ вара çав. Авалхи шотпах порăнма полчĕ (по-старому). Слеп. Онăн хăй шочех-ĕçке-ха, каласа та ӳкĕте кĕмест. || Дело. Б. Олг. Шот полчĕ ĕнтĕ перĕн, çораçнă шот полчĕ (дело сделали, сосватали). || Значенне. N. Пĕр шутах пырать. Имеет одинаковое значение. || Завражн. Ялти теçетник шочĕпе çӳретĕр çулталăк хошши. Пусть служит в качестве десятника, пусть служит десятником. Ib. Салтак шочĕпе салтак шаловне (шалуне) илсе порăнтăр. Турх. Ăмăрт-кайăк шучĕпе чавкана чыса хунă, тет. НР. Сатри кайăк сар кайăк, кайăк шутне кам шутлать. В саду птичка-иволга, кто сочтет ее за птичку. А.-п. й. 38. Пырасси пырăп та-ха, анчах эс мана мăкариччи шучĕпе кавас ĕçтер, тет тилли. Регули 1284. Япала шочĕпе саплать. || Бгтр. Юрламасăр шут килмест. Ib. Йысна черки çут черки, шалт ĕçмесен шут килмесг. Ib. Акка курки сар курки, шалт ĕçмесĕр май килмест те саркаланма шут килмест. Ст. Чек. Апла калаçмасан капла çук, юрламасан шучĕ çук. N. Якур пит кулмалла сăмах шучĕ те каламарĕ. || Хора-к. Вонă пăт тырă полсан, пилĕк пат сотса какай ил, çав шотах ларĕ. || Сред. Юм. Ĕçне туниех çôк та çапах кайса шôтне турăмăр. Ib. Ĕçне тăвасса нăмаях туман та, çапах тунă шôчĕ пôлчĕ ĕнтĕ ô. N. Малалла кайнă шочĕ полчĕ. Было что-то вроде наступления. || Шурăм-п. № 22. Шут пĕлмен çынсене хисеплемеççĕ те, çавăнпа халь пурте шут вĕренме тăрăшаççĕ.
шут (балагур). || Шутка. Собр. Иванĕ: ман шут хутяççи киле манса юлнă, тет,
сущ.муж. (син. шутник, балагур)
шӳтçĕ, мыскараçă ♦ шут гороховый тăм писмен, тарпалтай
м. култаракан, мыскараçă; ◇ шут его знает тур пĕлет-и ăна; шут с ним юрĕ ĕнтĕ унпа; на кой шут? мĕн тума? (кирлĕ мар); шут гороховый см. гороховый.
[ŝut]
nombro, kvanto, kalkulo, poentaro, konsidero; opinio, intenco
шут хисепĕсем — bazaj numeraloj
шут палли — cifero
çав шутра — inkluzive
шута кĕрт — alkalkuli
шутран тух — elkalkuli
çул шучĕ — tempokalkulo
укçа шучĕ — kvanto de mono
пысăк шутпа çĕнтер — venki kun granda poentaro
кашни пус шутра — ĉiu kopeko (groŝo) estas kalkulata
шут кĕнеки — registra libro
шута ил — konsideri
antaŭvidi
ман шутпа — laŭ mia opinio
шут ту (= шут тыт) — pensi (pro ion fari)
шут-йĕр — spuro, rezulto
шутла — kalkuli
opinii, pensi
йăнăш шутла — kalkuli erare
асра шутла — kalkuli mense
эп(ĕ) шутланă тăрăх — laŭ mia opinio, laŭ mia kalkul(ad)o
шутламасăр — sen kalkuli, escepte de
шутлав — kalkulado
шутлан — esti konsiderato, kalkulata
вăл ăста шутланать — он oni konsideras lin specialisto
шутлаттар — pensigi
шутлă — kelkaj, ĉiu estas kalkulita
шутсăр — nekalkulebla, nekalkuleble
neordinare, tre
шутсăр нумай — tre multe
«счёты»; шутпа шутла «считай на счетах». Заимствовано из русск. яз.
«счёт»; «число», «количество»; шутла «считать»; ка-зах., шор. шот «счёт. Из русск. счёт.
счеты. … вĕсенчен пĕрин аллинче шут (счеты) пулнă [Акимов 2001:64].
Çавăн пекех пăхăр:
шуслĕк шуслан шустерне шустрый « шут » шут ту шут тыт шут-йĕр шутĕр шута ил