1. подр. —
о быстром прыжке, скачке скок, прыг
йытă çатан урлă якăлт сиксе каçрĕ — собака раз и перепрыгнула через плетень
лаша çинчен якăлт сиксе ан — соскочить с коня
якăлт-якăлт — подр. о прыжках, скок-скок
мулкач якăлт-якăлт сиккелет — заяц прыгает скок-скок
2. подр. —
о мгновенном взгляде
вăл çӳлелле якăлт пăхрĕ — он быстро посмотрел вверх
(jагы̆лт), подр. мгновенному взгляду. Собр. 191°. † Якăлт (у др. йăлт) пăхрăм çӳлелле, мăйпăран вĕççе килнине куртăм. Далее то же слово написано так: йăкăлт. || Подражание быстрому прыжку. КС. Лаша çатан урлă якăлт! сиксе каçрĕ. (Йăкăлт было бы слабее). Сред. Юм. Кăш-кăш (иная) лаша чипер пынă çĕртех котне якăлт! сиктерет («показывает действие»).
Çавăн пекех пăхăр:
яйценоскость яйцо як якăлпай « якăлт » якăлт-якăлт якăлтăк якăлтăк-якăлтăк якăлтат якăлти