1.
имя, название
кличка (животного)
урам ячĕ — название улицы
Сеспĕл ячĕпе хисепленекен колхоз — колхоз имени Сеспеля
паллă ят — известное, знаменитое имя
ячĕ кăна — одно название (о чем-л. плохом)
ят хур — дать имя, назвать, наречь
2.
звание
майор ятне ил — получить звание майора
3.
доброе имя, добрая слава, честь
ырă ят хăвăрт сарăлать — добрая слава о человеке быстро распространяется
Ырă çын вилсен, ят юлать. — посл. После смерти доброго человека остается его имя.
ячĕ çĕрнĕ — он замарал свое доброе имя
4.
худая слава
унăн ял çине ят тухрĕ — по деревне о нем пошла худая слава
ята кĕр — обесславить себя
5.
порицание, выговор
мана ят тиврĕ — я получил выговор
ят пар — объявить выговор
ят туян — получить выговор
6. лингв.
имя
именной
пайăр ят — имя собственное
пайар мар ят — имя нарицательное
паллă ячĕ — (имя) прилагательное
хисеп ячĕ — (имя) числительное
япала ячĕ — (имя) существительное
ят сăмахсем — имена, именные части речи
7. уст.
надельная душа (лицо мужского пола)
ятран тӳленĕ куланай — оброк с души
8. уст.
надел (земли) на душу или на едока
пĕр ят çĕр — надел на одну душу
9. в роли служ. имени
по случаю, в честь
çĕнĕ çул ячĕпе саламла — поздравить по случаю нового года
çул уявĕ ячĕпе ĕç вахтине тăр — встать на юбилейную трудовую вахту
◊
ятран парнеленĕ сехет — именные часы
унăн ят тухрĕ — наступила его очередь
ятран чĕн — 1) звать кого-л. по имени 2) пригласить персонально
ячĕшĕн кăна ту — сделать что-л. кое-как, для отвода глаз
(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. IЬ. Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. IЬ. Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. IЬ. † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. IЬ. Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. IЬ. Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. IЬ. Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).
ат, атама, исем
[jat]
nomo
паллă ят — fama, konata nomo
пайăр ят — propra nomo
пайар мар ят — komuna nomo
паллă ячĕ — adkektivo
хисеп ячĕ — numeralo
япала ячĕ — substantivo
çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп — mi gratulas vin okaze de la nova jaro!
ят-сум — aŭtoritato
ят-шыв — bona nomo, honoro
ятла — insulti
ятласа ан кай! — ne tro juĝu! (oni diras al la foriranta gasto)
ятласа ан юлăр! — rememoru min sen malŝato! (diras la gasto al la gastiganto)
ятлаç — insulti
ятлаçу — kverelo
ятлаçуллă — insulta
ятлă — kun la nomo, portanta nomon
эп(ĕ) Тевет ятлă — mia nomo estas Tevetj
эс(ĕ) мĕн ятлă? — kiu vi estas?
ятлă парне — persona donaco
ятсăр — sennoma, anonima
«имя», «название»; ятла «ругать», т. е. «обзывать грубыми, бранными словами (именами)»; др. тюрк., КБ, МК, Замахш., Зол. бл. amад, чаг., уйг., кирг., казах., к. калп., ног., алт. В, ойр., тув., хак., тур., тат., башк. am, узб. от, туркм., якут. аат «имя»; в чув. й — звук протетический, узб. от из ат, в туркм. и якут. начальное а долгое.
Çавăн пекех пăхăр:
Ястрак ястреб Ясун ясык « ят » ят çыртар ят илт ят кăлар ят кайни ят пар