1.
хлеб (печеный)
хлебный, хлебопекарный
хлебобулочный
килти çăкăр — домашний хлеб
çĕнĕ çăкăр — новый хлеб (из зерна нового урожая)
тулă çăкăрĕ — пшеничный хлеб
ыраш çăкăрĕ — ржаной хлеб
хура çăкăр — черный хлеб
шурă çăкăр — белый хлеб
çăкăр савăчĕ — хлебопекарный завод
çăкăр кăмаки — русская печь
çăкăр лавкки — хлебный магазин, булочная
çăкăр пĕçерекен — хлебопек
çăкăр сутакан организацисем — хлеботорговые организации
Çăкăртан аслă пулаймăн. — посл. Нет ничего главнее хлеба. (соотв. Хлеб — всему голова).
Çăкăр хырăм хыççăн çӳремест. — посл. Хлеб за брюхом не ходит.
2.
хлеб (штука), каравай
пуçламан çăкăр — целый, непочатый каравай
çавра çăкăр — каравай, круглый хлеб
тачка çăкăр — непропеченный хлеб
тăрхала çăкăр — батон
çăкăр кĕреçи — лопата для хлеба (которой сажают его в печь)
çăкăр пичĕ — верхняя корка каравая
çăкăр сăмси — горбушка
çăкăр çемçи — мякиш
çăкăр татăкĕ — кусок хлеба
çăкăр хытти — корка хлеба
çăкăр чĕлли — ломоть хлеба
çăкăр икĕ питлĕ — у хлеба отстала верхняя корка
çăкăр хыв — сажать хлебы в печь
Пӳрт тăрринче çур çăкăр выртать. (Уйăх). — загадка Над избушкой висит хлеба краюшка. (Луна).
3.
продукты, съестное
çула кайма çăкăрсем чиксе хатĕрле — уложить продукты на дорогу
Килекен çынна çăкăр лартма хушнă. — погов. Гостя полагается накормить.
çăкăр çĕртсе пурăн — переводить зря пищу (т.е. жить без пользы).
4. пчел.
перга, хлебина
хурт çăкăрĕ — хлебина пчел
5. диал.
печенка (как пища)
◊
çăкăр мурĕ — бран. паразит, тунеядец
Çавăн пекех пăхăр:
çăкă полă çăкăн çăкăник çăкăнтар « çăкăр » çăкăр çĕрт çăкăр вутти çăкăр кăвапи çăкăр кăмаки çăкăр кĕреçи