1.
молоко
молочный
ăшă сĕт — парное молоко
ăшă сĕт — теплое молоко
тин сунă сĕт — парное молоко
вĕретмен сĕт — сырое молоко
вĕретнĕ сĕт — кипяченое молоко
качака сĕчĕ — козье молоко
кăкăр сĕчĕ — грудное молоко
çăратнă сĕт — сгущенное молоко
хăймасăр сĕт — снятое молоко
сĕт апачĕ — молочное, молочная пища
сĕт витри — подойник
сĕт савăчĕ — молокозавод
сĕт парĕсем — молочные железы
сĕт продукчĕсем — молочные продукты
сĕт савăчĕ — посуда для молока, молочник
сĕт çулăхĕ — жирность молока
сĕт яшки — молочный суп
сĕт йӳçĕхнĕ — молоко прокисло
сĕт кĕвелнĕ — молоко свернулось
сĕт типнĕ — молоко пропало (корова перестала доиться)
ĕне сĕт лайăх антарать — корова хорошо дойтся, дает много молока
ĕнесем сĕт хушаççĕ — надои молока повышаются
сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килмелле пултăр — фольк. пусть дорога туда будет по молоку, а обратно — по маслу (пожелание счастливого пути)
Ама сĕчĕпе кĕменни вăкăр сĕчĕпе кĕрес çук. — посл. То, что не воспринято с молоком матери, с бычьим молоком не воспримется.
2.
молочко, млечный сок
ыраша сĕт кĕнĕ — рожь достигла молочной спелости
◊
сĕт шăлĕ — молочные зубы
сĕтрен тăвансем — молочные братья и сестры
сĕтпе ӳстерекенсем — биол. млекопитающие
пулă сĕчĕ — молока и молоки рыбы
сĕт тута — бран. молокосос, сосунок, щенок
Çавăн пекех пăхăр:
сĕртĕнӳ сĕртер сĕрчĕк сĕсĕрлентер « сĕт » Сĕт çăлĕ сĕт али сĕт апачĕ сĕт кӳл сĕт чĕрессилла