1.
мир, вселенная
мироздание книжн.
тĕнче пулса кайни — происхождение вселенной
тĕнче уçлăхĕ — космос, космическое пространство
Пĕр тĕнче пĕтет — тепĕр тĕнче тухать. (Кунпа çĕр ылмашни). — загадка Один мир кончается, другой — начинается. (Смена дня и ночи).
2.
мир, свет, земля
мировой
тĕнче вăрçи — мировая война
социалнзмăн тĕнчери системи — мировая система социализма
тĕнче тавра çӳресе çаврăнни — путешествие вокруг света, кругосветное путешествие
пĕтĕм тĕнчери — всемирный
тĕнчери лару-тăру — международное положение
тĕнчере мала тухмалли ăмăрту — соревнования на первенство мира
вăл сан хыççăн тĕнче хĕррине те кайма хатĕр — он за тобой готов идти хоть на край света
3.
мир
человечество
пирĕн космонавтсене пĕтĕм тĕнче пĕлет — весь мир знает наших космонавтов
пĕтĕм тĕнчипе чапа тухнă композитор — всемирно известный композитор
Тĕнче хĕсĕр мар. — погов. Мир не без добрых людей.
4.
мир, среда, сфера
ӳсентăран тĕнчи — растительный мир, флора
чĕрчун тĕнчи — животный мир, фауна
5.
мир, уклад жизни, (общественный) строй
капитал тĕнчи — мир капитала, капиталистический мир
◊
ак тĕнче! — межд. батюшки!, батюшки светы
леш тĕнче — загробный мир
çут тĕнче — белый свет
тĕнче кулли пул — натерпеться позора, срама, стать посмешищем
тĕнче мăшкăлĕ —
1) обида, оскорбление, унижение
2) позор, стыд, срам, посмешище
унпа тĕнче пĕтмен[-ха] — свет не клином сошелся на ком-чем-л.
тĕнчене шăршлантарса пурăн — прозябать, коптить небо
Çавăн пекех пăхăр:
тĕнренчĕк тĕнсĕр тĕнсĕр-кахăр тĕнт « тĕнче » тĕнче çăвар тĕнче вăрманĕ тĕнче йытти тĕнче кас тĕнче кулли