1.
Солнце
солнечный
Хĕвел системи — Солнечная система
Хĕвел активлăхĕ ӳсни — повышение солнечной активности
Хĕвел тĕттĕмленни — солнечное затмение
планетăсем Хĕвел тавра çаврăнаççĕ — планеты обращаются вокруг Солнца
2.
солнце
солнечный
кĕрхи хĕвел — осеннее солнце
хĕвел ăшши — солнечное тепло
хĕвел карти — ореол вокруг солнца
хĕвел пайăркисем — лучи солнца
хĕвел питтинче — на солнцепеке
хĕвел тӳртĕнĕ — теневая сторона
хĕвел ури — пучок солнечных лучей
хĕвелпе тĕссĕрлен — выгорать, выцветать на солнце
хĕвел анни — закат, заход солнца
хĕвел анса ларчĕ — солнце закатилось, зашло
хĕвел ансан — после заката, после захбда солнца
хĕвел пăхать — солнце светит
хĕвел тухать — солнце всходит, встает
хĕвел тухас умĕн — перед восходом солнца
Хĕвелĕн ăшши пуриншĕн те пĕр. — погов. Солнце всех одинаково греет.
Çавăн пекех пăхăр:
хĕввĕн хĕве хĕве хупни Хĕвекла « хĕвел » хĕвел ăшши хĕвел çăмри хĕвел çаврăнăç хĕвел çаврăнĕш хĕвел çарăмăç