Шырав: идти - Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

несов. 1. çӳре, ут, пыр, кай, кил, уттар; медленно идти хуллен ут; идти толпой кĕпĕрленсе пыр; идти навстречу хирĕç кил; пароход идёт вниз пăрахут анать; пароход идёт вверх пăрахут хăпарать; идти широким шагом тунала; иди домой уттар килелле; 2. (развиваться в определённом направлении) пыр; идти к коммунизму коммунизма пыр; идти к лучшему лайăхланса пыр; учёба идёт успешно вĕренӳ ăнăçлă пырать; 3. (приближаться) çит, çывхар, кил; весна идёт çуркунне çывхарать; 4. (об осадках) çу; идёт снег юр çăвать; идёт небольшой дождь çумăр шĕпĕртетет; 5. (течь, источаться, выделяться) юх, тух, кĕр; из самовара идёт пар сăмавартан пăс тухать; от цветов идёт сильный запах чечексенчен вăйлă шăршă кĕрет; 6. (пролегать, простираться) вырт, пыр, кай; дорога идёт лесом çул вăрманпа пырать; 7. разг. (входить, влезать) кĕр; пробка не идёт в горлышко бутылки пăкă кĕленче тутине кĕмест; 8. (совершаться, происходить) пыр; дела идут хорошо ĕçсем лайăх пыраççĕ; идёт собрание пуху пырать; 9. (поступать куда-л.; приступать к какой-л. деятельности) кай, кĕр; идти учиться в университет университета вĕренме кай; идти на заработки укçа тума кай; идти в атаку атакăна кай (е кĕр); 10. (находить сбыт) сутăн, кай; товар не идёт тавар каймасть; 11. (регулярно поступать) хушăн, ӳс; идут проценты процентсем хушăнаççĕ (е ӳсеççĕ); 12. (требоваться) кай; на платье идёт три метра шёлка кĕпе çĕлеме виç метр пурçăн каять; 13. (быть к лицу, соответствовать) килĕш; тебе идёт эта шапка ку çĕлĕк сана килĕшет; 14. (проходить) ирт; идут годы çулсем иртеççĕ; 15. (о механизмахдействовать) кай, çӳре; часы идут точно сехет тĕрĕс çӳрет; 16. (делать ход в игре) çӳре, шутар, куçар (шашка-шахмат ваййинче) идти конём лашапа çӳре; 17. (длиться, продолжаться) пыр; спектакль идёт два часа спектакль икĕ сехет пырать; 18. (перемещаться, будучи направленным куда-л., от-куда-л.) пыр, çӳре, çит; товары идут в деревню из города тавар яла хуларан пырать; 19. (с предлогом «в»подвергаться чему-л.) тума пар, ĕçе кай; идти в чистку тасатма пар; идти в продажу сутăн, сутлăха хай; <> идти на убыль чак, иксĕл, хух; дело идёт на лад ĕç майлашса (е ăнса) пырать; идёт на лад ĕç ăнăçлă пыр, мая ӳк; дело идет к концу ĕç вĕçленсе пырать; идёт на компромисс килĕш; идёт на уговоры ӳкĕте кĕр; идти в ногу с жизнью пурнăçпа тан пыр; идти замуж качча кай (е тух); идти под венец венчете тăр; идти в дудку кĕпçене кай; идти в стебель хăмăла (е тунана) кай; идти впрок усса кай, вырăна кил; идти с сумой уст. хутаç çакса кай; сон не идёт ыйхă килмест; куда ни шло! ăçта каймасть!, мĕн пулать те мĕн килет!; не идёт из ума асран каймасть (е тухмасть).

Çавăн пекех пăхăр:

идиотизм идиотла идиш идолопоклонство « идти » ие иеговисты иезуит иезуитлăх иезуитла

идти
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150