предлог. с вин. п. (на вопрос «куда?») ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не], çине; ⸗алла [⸗елле]; выйти на улицу урама тух; идти на службу ĕçе кай; сесть на стул пукан çине лар; двигаться на юг кăнтăралла куç; 2. с вин. п. (при обозначении срока) ⸗лăх [⸗лĕх], ⸗а [⸗е]; ⸗на [⸗не]; взять книгу на два дня кĕнекене икĕ кунлăх ил; перенести заседание на завтра ларăва ырана куçар; 3. с вин. п. (при определении денежной суммы) ⸗лăх [⸗лĕх]; купить на десять рублей вунă тенкĕлĕх туян; 4. с вин. п. (при обозначении цели, назначения) ⸗лăх [⸗лĕх]; материал на пальто пальтолăх материал; комната на два человека икĕ çынлăх пӳлĕм; подарить на память асăнмалăх парнеле; 5. с вин. п. (при делении, умножении) ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не]; çине; разделить на три виçсе пайла; помножить пять на три пиллĕке виççĕ çине (е виçсе) хутла; разделить арбуз на две части арбуза икĕ пая уйăр; 6. с вин. п. (при обозначении об раза действия) ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле], ⸗палан [⸗пелен]; учиться на пятёрки пиллĕксемпе вĕренсе пыр; 7. с вин. п. (при глаголе «переводить») ⸗ла [⸗ле]; перевести книгу на чувашский язык кĕнекене чăвашла куçар; 8. с вин. п. (при обозначении количественных отношений): на пять лет моложе пилĕк çул кĕçĕнрех; пройти на десять шагов вперёд вунă утăм маларах ирт; 9. с предл. п. (на вопрос «где?») ⸗ра [⸗ре], ⸗та [⸗те], ⸗че, çинче; на улице урамра; на Кавказе Кавказра; на столе сĕтел çинче; лежать на солнце хĕвел çинче вырт; 10. с предл. п. (при обозначении средств передвижения) ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле], ⸗палан [⸗пелен]; плыть на пароходе пăрахутпа кай; 11. с предл. п. (при посредстве) ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле], ⸗палан [⸗пелен]; жарить на масле çупа ăшала; двигатель работает на нефти двигатель нефтьпе ĕçлет; 12. с предл. п. (при обозначении устройства, свойства, состояния) ⸗лă [⸗лĕ]; вагон на рессорах рессорлă вагон; 13. с предл. п. (при глаголах «читать», «писать», «говорить» и т. п.) ⸗ла [⸗ле], ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле]; говорить на русском языке вырăсла калаç; 14. с предл. п. (при глаголе «играть»): играть на рояле рояль кала; играть на скрипке сĕрме купăс кала; 15. с вин. и предл. п. (на вопрос «когда?») ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не], ⸗ра [⸗ре], ⸗та [⸗те], ⸗че; на другой день тепĕр кунне; на той неделе тепĕр эрнинче; ◇ глух на одно ухо пĕр хăлхи илтмест; испытывать на прочность çирĕплĕхе тĕрĕсле; мастер на все руки пур ĕçе те ăста, тума пĕлмен ĕç çук; на бегу 1) (во время бега) чупса пынă чух, чупса пыруçăн; 2) (торопливо, наспех) васкаса, васкавлан, йăпăрт-япăрт; на безрыбье и рак рыба см. безрыбье; на лету 1) вĕçӳçĕн, вĕçсе пынă чух; 2) (быстро, легко) хăвăрт, çăмăллăн; на людях çын çинче; на моих глазах куçăм умĕнчех; на мой взгляд ман шухăшпа, ман шутпа; на свежую голову пуç ывăнман чух; нечист на руку алли кукăр, алли тӳрĕ мар.
частица, в знач. сказ. разг. ме, на; на, возьми ме, ил; ◇ вот тебе и на! ак тата!, ак ĕнтĕ!
приставка. 1. глаголсем тунă чухне çаксене пĕлтерет: 1) ĕç япала çинелле сулăннине: налететь на что-л. пырса тăрăн (мĕн çине те пулин); наклеить çыпăçтарса хур; 2) ĕç япала çинче пулнине: налипнуть çыпçăнса лар; 3) ĕç мĕн тери çителĕклĕ, тулли пулнине: набрать чего-л. татса (е пухса) тултар; набить (напр. погреб) тултарса ларт (сăм. нӳхрепе); намыть çуса тасат (е тултар); 4) ⸗ся татăклă глаголсемпе — ĕçе кăмăл туличчен тунине: наговориться калаçса тăран, тăраничченех калаç; 5) ⸗ива, ⸗ыва, ⸗ва суффикслă глаголсемпе — ĕçе вăйсăррăн тунине: напевать юрлакала; 2. паллă ячесем е япала ячĕсем тунă чух — мĕн çийĕнчине, мĕн çийĕ валли пулнине: настенный стена çине çакмалли; нагрудник кăкăрлăх, кăкăр çине çакмалли япала; 3. наречисем тунă чухне — ни пысăк виçене: насухо вĕр-типĕ, тип-типĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
нĕсĕлкке нĕтĕрки нĕшĕклет нĕшке « на » на-на! на-наец на-найçă наççак наççеккă