(ото⸗, отъ⸗) приставка 1. глаголсем тума уса курнă чухне çакна пĕлтерет: камран-мĕнрен илнине, куçнине, катертнине: отбежать чупса кай; отступить чакса кай; отгрести ишсе кай; 2) япала пайне е пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăракан япаласенчен пĕрине илнине: отвинтить пăрса ил; откусить çыртса ил; отрезать касса ил; 3) хирĕç мĕн те пулин тунине: отблагодарить тав ту; откликнуться хирĕç чĕн; 4) ĕç пулса çитсе чарăннине: отбарабанить параппан çапса чарăн; отцвести чечене ларса ирт; 5) ĕç вăйлăн е тĕплĕн пулса иртнине: отшлёпать çупкаласа ил; отстрогать саваласа якат; 6) мĕнрен те пулин писнине, хăтăлнине: отучить пăрахтар; отвыкнуть хăнăху çухат; 7) ⸗ся сыпăкпа пĕтекен глаголсенче — мĕнрен те пулин пăрăннине: отговориться сăлтав тупса пăрăнса юл; 8) нумайччен тăрса, ларса е урăх майпа туăми тунине: отсидеть ларса туйми ту; 2. паллă ячĕсене тунă чухне мĕнрен те пулин пулнине пĕлтерет: отымённый ятран пулнă; отглагольный глаголран пулнă.
Çавăн пекех пăхăр:
отыграться отыскивать отыскиваться отягчать « от⸗ » офис офиура офицер офицерский официаллă