с. 1. сăмах; иноязычное слово ют чĕлхе сăмахĕ; меткое слово вырăнлă сăмах; 2. (речь, язык) чĕлхе, сăмах; культура слова сăмах культури; 3. (фраза, разговор) сăмах, калани; мои слова на него подействовали манăн сăмахсем ăна витерчĕç; понять друг друга без слов пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнлан; 4. (повеление, мнение) сăмах, хушни, калани; последнее слово за старшим татăклă сăмаха асли калать; 5. (обещание) сăмах; держать своё слово сăмахна тыт, сăмаху çинче тăр; 6. (право говорить, выступать публично) сăмах, калаçни; дать слово сăмах пар; взять слово сăмах ил; лишить слова калаçма чар; 7. (литературное произведение, текст) сăмах, хывнă (е каланă) сăмах; слово о полку Игореве Игорь полкĕ çинчен хывнă сăмах; песни на слова Тукташа Тукташ сăмахĕсем тăрăх хывнă юрăсем; ◇ жалкие слова мĕскĕн сăмахсем; живое слово см. живой; крылатые слова см. крылатый; новое слово çĕнĕ сăмах, çĕнĕлĕх; по последнему слову науки (или техники) наукăн (е техникăн) чи çĕнĕ меслечĕпе; право слова чăн та; свобода слова сăмах ирĕклĕхĕ; сильные слова çирĕп (е хаяр) сăмахсем; честное слово тупа та, чăнах та; другими словами урăхла (е тепĕр майлă) каласан; одним словом пĕр сăмахпа каласан; слово в слово тĕп-тĕрĕс, пĕр сăмах улăштармасăр; слово за слово сăмах çумне (е хыççăн) сăмах; на словах сăмахпа; по словам каланă тăрăх, сăмахĕ тăрăх; со слов илтнĕ тăрăх; без дальних слов ытлашши сăмах вакламасăр; в двух (или в кратких, коротких, нескольких и т. п.) словах пĕр-ик сăмахпа, кĕскен; в полном смысле слова чăннипех; к слову прийтись чĕлхе вĕçне кил; к слову сказать сăмах май каласан; от слов а до слова пĕр сăмах сиктермесĕр; с первого слова пĕр сăмахран, тӳрех; с чужих слов çын сăмахĕ тăрăх; дар слова; 1) (красноречие) сăмах ăсталăхĕ; 2) (дар речи) калаçма пултарни; игра слов сăмах вăййи; набор слов сăмах купи; плетение слов ирон. (о стиле) сăмах авкалани; слов (слова) нет тавлашмалли çук; нет слов, как ... сăмахпа каласа пама çук; бросать слова на ветер сăмах вĕçтер; взять (брать) свои слова обратно хăвăн сăмахна каялла ил; глотать слова сăмах çăт (ăнланмалла мар хăвăрт калаç); замолвить слово за кого-л. хута кĕрсе сăмах кала (е хуш, чĕн); тратить слова понапрасну (или попусту, зря и т. д.) пустуй калаç, пуш сăмах вакла; бросаться словами см. бросаться; играть словами; 1) сăмах вылят; 2) ытарлă кала, юптар; поминать добрым словом см. поминать; верить на слово сăмаха шан; висеть (или держаться и т. п.) на честном слове аран-аран тытăнса тăр; ловить на слове (или словах) сăмаха çыпçăн, сăмахран сăлтав ту; быть господином (или хозяином) своего слова хăвăн сăмаххупа ху хуçа пул; не говоря худого (или дурного) слова сив сăмах каламасăр, чĕрре кĕмесĕр; не добиться слова см. добиться; не лезть за словом в карман см. лезть; он не может (или не умеет) связать двух слов вăл икĕ сăмах та çавăрса калама пултараймасть; не находить слов для чего-л., слов для чего-л. не хватает сăмах тупаймасăр аптраса тăр; поймать на слове сăмаххипе тыт; перейти от слов к делу сăмахран ĕçе куç; живого слова не услышишь никампа калаçса илме çук; слово не воробей, вылетит — не поймаешь посл. сăмах çерçи мар, çăвартан тухсан тытаймăн.
Çавăн пекех пăхăр:
словенцы словесный словник словно « слово » словом словооборот словообразование словоохотливый словосочетание