1. П.п. Пĕр-пĕр япалан çынна пăхăнтаракан витĕмĕ; серепе, таната. Парти авăрне лекнĕ Патшалăх Канашĕ... Х-р, 25.12.1997, 3 с. Унăн ăшшăн пăхакан куçĕсем, çемçе калаçăвĕ, лăпкă кулли... хăйсен авăрне çавăрса илсе кайрĕç. ТА, 1998, 1 /, 47 с. Çапла майĕпен театр авăрне кĕрсех кайрăм. ÇХ, 2000, 17 /, 12 с.
— черкке авăрĕ (Х-р, 22.09. 1992, 4 с.); эрех «авăрĕ» (ПÇ, 16.05.2001, 3 с.); наркотик авăрĕ (ЧХ, 2000, 34 /, 6 с.); çемье авăрĕ (К-ш, 1998, 7 /, 8 с.); юрату авăрĕ (Т-ш, 2001,39 /, 10 с.).
2. П.п. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă вышкайсăр лару-тăру. Председатель хуçалăха юхăнчăклăх авăрне чăмтарнă. К-н, 1986, 20 /, 7 с. «Химпром» авăртан тухасшăн. Х-р, 29.10.1993, 1 с. Çеçпĕле юрату туйăмĕ вăйлă çавăрса илет те асап авăрне кĕртсе ӳкерет. Х-р, 18.09.2001, 3 с.
— хăрушлăх авăрĕ (Я-в, 1991, 4 /, 23 с.); синкер авăрĕ (Я-в, 1995, 10 /, 113 с.); мĕскĕнлĕх авăрĕ (Ч-х, 1999, 27 /, 3 с.); финанс ултавĕн авăрĕ (Х-р, 2.07.1999, 3 с.); пĕчченлĕх авăрĕ (ÇХ, 2003, 2 /, 2 с.).
3. П.п. Хĕвĕшӳ, тĕркĕшӳ, пăтрану, пăтрав. «Сумкăсемпе порт-фельсем» текен лавккана ... çитрĕм те — чăн-чăн авăра лекрĕм. К-н, 1983, 24 /, 4 с. Пĕр сăвă та пулин... путмасăр иштĕр-и кун-çул авăрĕнче. Г.Ирхи, 1991, 24 с. Пире, йытă çурисем пек, коммунизмла идеологи мунчинчен рынок авăрне кăларса пăрахнă. Х-р, 28.04.1994, 3 с. Пурнăç авăрĕнче ишме вĕренеççĕ [Пуçелĕк]. ÇХ, 2002, 6 /, 5 с.
Çавăн пекех пăхăр:
авăнчăклă авăнчăклан авăнчăклантар авăнчăклат « авăр » авăр кӳл киремечĕ авăрă авăрăç авăркала авăрлă