п.с. 1. Анлă уçă вырăн; уçлăх. Эпир [погра-ничниксем] çил-тăман çаврăнса, ахрашса тăракан тĕксĕм шурă анлăха ыткăнатпăр. В.Алендей, 1965, 21 с. Шур тĕтре пулса вăл [Сывлăмпи] çитнĕ çӳл тӳпемĕр анлăхне. Н.Теветкел, 1982, 91 с. Вĕçсĕр-хĕрсĕр анлăх ăна [ачана] хăй ытамне çавăрса илчĕ. Т-ш, 1993, 35 /, 7 с. Эпĕ вара дельтапланпа вĕçесшĕнччĕ, тĕнче çийĕн виçесĕр анлăхра ярăнасшăнччĕ. Л.Сачкова, 1996, 108 с.
— ВЧС, 1971, 872 с.
2. Анлăш, талккăш, лаптăкăш. Çĕршыв анлăхĕ тĕлĕнтерчĕ ĕнтĕ икĕ пĕчĕк чуна. В.Элпи, 1983, 96 с. Кунашкал эпикăллă анлăх Агиверăн яланах новелла формипе шайлашать. Г.Федоров, 1996, 173 с. Тĕнчене хăвăр ăсăрпа виç енлĕ анлăх ăнлавне хĕссе кĕртсе лартнă та, çав картаран тухаймастăр. В.Эктел, 1996, 70 с.
Çавăн пекех пăхăр:
анлăлан анлăлантар анлăлат анлăн « анлăх » анлăш анла анлан анлат Анна