ç.с. 1. Ик-виçĕ сыпăклă йĕркепе пĕлӳ паракан аслă шкулăн пуçламăш сыпăкне (бакалавриата) ăнăçлă вĕçленĕ çын. Тăватă çул вĕреннĕ хыççăн ... студентсем бакалавр, малалла вĕренекенсем магистр степеньне илеççĕ. Х-р, 25.08.1998, 2 с. Мана университет пĕтериччен пĕр çул маларах ĕçе илнĕ. Манăн бакалавр дипломĕ пулнă. ÇХ, 1999, 39 /, 12 с.
2. Ăрăмçăсен (туп., 1) ятарлă пĕлӳпе ăсталăх шайне палăрт-малли виçе; кĕçĕн пусăм. Вăл Ю.Лонго ертсе пыракан ассоциацин курсĕнче пĕлӳ илнĕ. Бакалавр тата пĕтĕм тĕнче категориллĕ экстрасенс пулса тăнă. Х-р, 17.07.1992, 4 с. Яндимиркин икĕ эрне ... Тухатмăшсен орденĕн ассоциацийĕнче малалла вĕреннĕ, бакалавртан магистр пулса тăнă. Х-р, 15.10.1992, 4 с.
Çавăн пекех пăхăр:
Байкал шыв кăмпи байковый байт бак « бакалавр » бакалейный бакалея бакен бакенбарда бакенбарды