ç.с. Патшалăх харпăрлăхĕнчи предприятисене приватизаци (туп.) тунă чухне акци (пай хучĕ) тата пурлăх илме май паракан хаклă йышши хут; Раççей Федерацийĕнче 1992—1994 çулсенче усă курнă приватизаци чекĕ. Ĕнер Раççей Федерацийĕн Патшалăх пурлăх комитетĕнче ваучер «пре-зентацийĕ» пулчĕ. Х-р, 26.08.1992, 2 с. Сире приватизацилеме юрать-и. — Ваучерăра кăтартăр-ха! Х-р, 19.09.1996, 1 с. Ваучер-сене тарăн калушпа улăштаракансем те, вунă пинпе сутса яракан-сем те, акцисем илсе юлакансем те пулчĕç. ЧÇ, 1998, 14 /, 11 с. Ваучер текен хут таткипе улталаса, акцисемпе пуясса шантарса халăх пурлăхне уйрăм çынсен аллине парса пĕтерчĕç. ХС, 1999, 19 /, 2 с.
— ваучер фончĕсем (Х-р, 22.02.2000, 2 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
ваттисем ваттисем каланă сăмах Ваттюк Ватьтюк « ваучер » ваучеризаци вафля вах Вахвар вахтăр