ç.с. Совет Союзĕнчи Коммунистсен партийĕн Тĕп комитечĕн ертӳçи; тĕп секретарь. Горбачева вĕлерес хăрушлăх пулнă, мĕншĕн тесен генсек тăшманĕсем ... ăна ытти меслетсемпе чарма пултарайманнине ăнланма пуçланă. Х-р, 22.09.1992, 3 с. Хăй вăхăтĕнче И.Сталин сăнӳкерчĕкĕпе ретушер питĕ нумай ĕçленĕ, мĕншĕн тесен генсек пичĕ шатраллă пулнă. Х-р, 15.03.1994, 4 с. Пленум ларăвĕ умĕн обком кулуарĕсене пухăннисем генсек пӳтсĕрлĕхне еплерех сӳтсе явнине лайăх астăватăп. Ч-х, 1999, 28 /, 6 с.
— генсек пуканĕ (Я-в, 1992, 9 /, 10 с.); генсек портречĕ (Х-р, 11.08.2000, 3 с.);
— пулас генсек (Х-р, 18.08.2000, 3 с.); экс-генсек (Х-р, 3.04.2001, 3 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
генилĕх гениллĕ геноцид генпрокурор « генсек » генштаб географ географи география геодези