1. Ç.п. Арлăх хутшăнăвĕпе çыхăннă; савăшуллă. Интимлă япала вăл пĕр-пĕрне юратакан мăшăр хушшинчи вăрттăнлăх пулмалла-çке. Х-р, 27.10.1992, 3 с. Анчах Раиса Васильевна интимлă ĕç-пуç пуçланасса кĕтсе илеймен. ÇХ, 30.04.1998, 2 с. Ача çуратиччен упăшкипе... интимлă пурнăçпа пурăннă. ÇХ, 1999, 10 /, 5 с. Ăнсăртран пулакан интимлă çыхăнусем — венери чирĕсемпе чирлессин чи анлă сарăлнă сăлтавĕ. С-х, 2000, 11 /, 4 с.
— интимлă тема (Х-р, 17.06.1993, 4 с.; ÇХ, 2000, 34 /, 12 с.); интимлă тивĕç (ÇХ, 2000, 38 /, 8 с.); интимлă хутшăну (ÇХ, 2003, 2 /, 13 с.).
2. П.п. Вăрттăн, çепĕç, евĕклĕ. Интимлă çырусен минретĕвĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 17.06.1993, 4 с. Пӳлĕмре çуртасем çунаççĕ. Интимлă лару-тăру. ÇХ, 1998, 1 /, 5 с. Çут çанталăкпа темле интимлă çыхăнăва кĕретĕн. Ар, 2001, 3 /, 2 с.
— интимлă ен, интимлă тĕнче (ЧЛ, 1994, 11 кл., 192 с., 204 с.).
— ВЧС, 1971, 258 с.; ВЧС, 1951, 225 с.
Çавăн пекех пăхăр:
Интерпол интерпретация интерьер интим « интимлă » интимлăх интимный интоксикаци интонаци интонациле