ç.с. Таса чунлă, тӳрĕ кăмăллă, чыслă та ĕренкеллĕ пулас туртăм; чун-чĕре пархатарлăхĕ. Наука-техника кăмăл-сипетрен хăвăртрах аталансан ... ырă пулас çук. ТА, 1989, 9 /, 57 с. Халăхăн кăмăл-сипечĕ пирки вырăнти масара курнипех калама пулать. КЯ, 1.11.1989, 1 с. Ял ачисем кăмăл-сипет енчен тасарах, черченкĕрех. Е.Васильева, 1999, 24 с. Пуянлăх çинчен пуçа ватсах ĕнтĕ кăмăл-сипет мĕнне манатпăр. ÇХ, 2000, 14 /, 4 с.
— кăмăл-сипет тасалăхĕ (ТА, 1990, 12 /, 64 с.; ÇХ, 1998, 13 /, 1 с.); кăмăл-сипет ыйтăвĕсем (Т-ш, 16.10.1991; ХШ, 1997, 5—6 /, 100 с.); кăмăл-сипет тĕреклĕхĕ, кăмăл-сипет пуянлăхĕ, кăмăл-сипет никĕсĕ (Х-р, 23.03.1993, 3 с.); кăмăл-сипет сучĕ (Г.Федоров, 1996, 112 с.); кăмăл-сипет принципĕсем (Х-р, 23.01.2001, 2 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
кăмăл хуçăлни кăмăл хуш кăмăл хытар кăмăл юлни « кăмăл-сипет » кăмăл-сипетлĕх кăмăл-сипетсĕрлĕх кăмăл-туйам кăмăл-шухăш кăмăлçăм