1. П.в. Картон ещĕк, пĕчĕкçĕ арча, тăваткал йĕнĕ; коробка. Вăл ... хĕрлĕ хăюпа çыхнă пысăк курупка тата Хисеп грамоти тыттарчĕ. К-н, 1981, 16 /, 4 с. Атă-пушмак хумалли курупка хут укçасемпе тулма тытăннă. Т-ш, 1998, 6 /, 5 с. Автофургонран икĕ курупка çăмарта çухалнă. ÇХ, 1999, 41 /, 4 с. Курупкара 32 штук батарейка выртнă. Т-ш, 1999, 12 /, 3 с.
— пуш курупка (И.Тукташ,1958, 131 с.); картон курупка (К-н, 1969, 14 /, 8 с.); тимĕр курупка (Паттăр пионерсем. 1971, 77 с.); хут курупка (Х-р, 27.02.1997, 3 с.); шăрпăк курупки (В.Садай, 1969, 49 с.; Л.Агаков, 1971, 172 с.; И.Шордан, 1985, 12 с.; Х-р, 13.03.1996, 4 с.); пирус курупки (К.Пайраш, 1976, 131 с.; Я-в, 1995, 9 /, 69 с.); эмел курупки (К-н, 1968, 18 /, 9 с.; Х-р, 27.06.1992, 3 с.); пĕр курупка фломастер (ÇХ, 1997, 28 /, 4 с.); пĕр курупка канфет (Т-ш, 1999, 4 /, 1 с.); телевизор курупки (Т-ш, 2001, 49 /, 7 с.).
2. Ç.п., калаç. Ещĕк евĕрлĕ, нумай хутлă тĕссĕр çурт. Тăхăр хутлă «курупкасем» туххăмрах пĕлĕтелле кармашрĕç. К-н, 1985, 3 /, 10 с. Эпир пилĕк хутлă тимĕр-бетон курупка умĕнче чарăнса тăратпăр. А.Емельянов, 1985, 261 с. Пĕр евĕрлĕ курупка-çуртсем, пĕр евĕрлĕ курупка-магазинсем, пĕр евĕрлĕ курупка-шкулсемпе ача сачĕсем. Х-р, 24.06.1992, 4 с. Темиçе курупка хушшинче хамăн çурта, подpезда тупаймастăп. В.Эктел, 1996, 126 с.
Çавăн пекех пăхăр:
Курттин Куртян Курук курултай « курупка » курчă курчавый куршак куршанак куршанакла