акăлчансен халăх суйласа янă çынсен пухăвĕ; патшалăхăн аслă пухăвĕ; дума. Пĕтĕм халăх пĕр майлă тăнă: улпутсем, пуп таврашĕсем, халăх суйласа янă çынсем* хушмасăр куланай тӳлес мар тенĕ. *Вĕсенĕн пухăвне парламент тенĕ, вăл пирĕн дума пек [Хыпар 1906, № :573]; Стюарт ятлă йăх патшара тăнă чух Англия парламентĕнче* икĕ ушкăн тавлашнă <…>. *Парламент тесе англичансем Патшалăх Пухуне калаççĕ [Хыпар 1906, № 41:632]; <…> пĕтĕм патшалăх валли тухакан пĕрлехи законсене пĕтĕм патшалăхăн аслă пухăвĕпе (парламентпа) килĕшсе кăларать вăл (император. – Э.Ф.) <…> [Автономия 1906:6]; Патшалăха халăх хăй тытса тăракан патшалăхсенче хăш патшалăхра пĕтĕм халăх хăех кăларать, хăш-хăш патшалăхсенче халăх хăй хушшинчен парламента (думăна) суйласа янă çынсем урлă кăларать [Ширновой 1917:15].
Çавăн пекех пăхăр:
парлак парлак ана парлаклăх парламĕнт « парламент » парламентçă парламентари парламентаризм парламентарий парламентер