сущ.муж., множ. века
1. (син. столетие) ĕмĕр, çĕр çул, çĕрçуллăх; средние века вăтам ĕмĕрсем; начало двадцать первого века çирĕм пĕрремĕш ĕмĕр пуçламăшĕ
2. (син. жизнь, существование) ĕмĕр, кун-çул, пурнăç; он много повидал на своём веку вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче темĕн те курнă
3. чего или какой (син. эпоха) ĕмĕр, вăхăт, тапхăр, самана; каменный век чул самани (этемлĕх историйĕн авалхи тапхăрĕ); мы живём в век информационных технологий эпир информаци технологийĕсен тапхăрĕнче пурăнатпăр ♦ испокон веков мĕн ĕмĕртен; на веки вечные ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе; идти с веком наравне, в ногу с веком вăхăтпа шай пыр; Век живи, век учись посл. ĕмĕр пурăнса ĕмĕр вĕрен; Век прожить не поле перейти посл. ĕмĕр сакки сарлака
Çавăн пекех пăхăр:
вежливый везде вездеход везти « век » векçĕл векаски веки веклен веклентер