(с’ӧ̆мӧ̆рт’, с’э̆мэ̆рт), черемуха. Ст. Чек. Вомбу-к. Çĕмĕрт (вар-виттинчен типĕтнине чей пек ĕçеççĕ). Ск. и пред. чув. 52. Авкаланать çĕмĕрт пек (пляшущий парень). ТХКА. Çĕмĕрт хулăпа кĕсрене çапа-çапа сиккипе чуптарать. || Ягоды черемухи. Кĕвĕсем. Икĕ хура лашана эп ӳстертĕм, хура йывăç çĕмĕртне пăхтарса. Шемшер. † Атте кайнă çĕмĕрте (за черемухой). Утăм. Лăпкă, уяр кун карăм эпĕ çĕмĕрте. КС. Шырарăмăр, шырарăмăр, пĕр çĕмĕрт те тупаймарăмăр. Питушк. Хура çĕмĕрт пек ăсла (сусло) юхса тухрĕ (очень хорошее, во время варки), Чеб. Пăхатăп: хура сысна пĕрнесене (кузовья) тек йăвалантарса çӳрет, çĕмĕртсене пĕтĕмпех тăкса пĕтернĕ. Кан. Çĕлен пек çĕмĕрт тĕслĕ, çула кисретекен ăйăрсем. Пазух. Тусан, тăвăр тусра (= тусăра) лайăххине, çĕмĕртрен те хура куçлине. Ст. Чек. Унта пĕр хап-хура, хура çĕмĕрт пек, кушака курать (увидала) Сред. Юм. Çĕмĕрт пик хора (очень черный). Сĕт-к. † Хорăн тăрри хора лаши, çĕмĕрт тăрри çӳрен лаши; тăрсамăр, хĕрсемсем, Тăрнай хăта килет, тет, виçĕ йоплĕ чĕн пуши кастарать те çонтарать. ЧП. Çĕмĕрт тĕмми (куст) тĕл пултăм, татрăм-хыпрăм пĕр пĕрчине.
Çавăн пекех пăхăр:
çĕмĕрлен çĕмĕрлеш çĕмĕрлешӳ çĕмĕрлсайса « çĕмĕрт » çĕмĕрт кукли çĕмĕрт курăк(ĕ) çĕмĕрт хотаççи çĕмĕрт-çырла çĕмĕрт-мăйраки