Шырав: çулăк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(с’улы̆к), платок, надеваемый на спину женихом во время свадьбы (в других местах назыв. виç кĕтеслĕ тутăр). Цив. Орау. Çулăк — более двух четвертей. Уна кĕрӳ туя кайнă чух çурмаран ик кĕтессинчен хутласа виç кĕтеслĕ туса каçан хыçне хул-пуççисенчен çакнă. Хĕреслĕ тунине кушак ури теççĕ. Хĕрли, сарри, симĕсси, елмен пурçăн. Кушак ури хушшинче хурапа тĕрлени — йĕпкĕнле, тепĕр енчи — мĕшкĕлле. Туй. Çурăм çине „çулăк“ çакаççĕ (çулăк — виçĕ кĕтеслĕ тутăр) тутăр вĕçне пасар çиппинчен тунă шерепе çыхаççĕ. Изамб. Т. Тата çавăн чухнех кĕрӳ валли çулăк, кĕрнекерсем валли пиççиккирен çакма чăпар тутăр парса ярат. Альш. † Тинкешсенĕн ачисем çулăк çуран йăли пур.
çолăк (с’улы̆к, с’олы̆к), лоза (род метлы без отдельного метловища, вырубается целиком вместе с череном), которою сметают с вороха колосья. Орау. Çулăк — тыр çи шăлмалли шăппăр. Çутт. 43. Çулăкпа та, шăпăрпа та тасатрăм эп ашăмне. Ib. 42. Атте сăвăрма тытăнчĕ, аппа çулăкпа çиçет. ТХКА 47. Те хамăра мăшкăлласа, те кĕсри ытла йăвашран, ут кĕтӳне ярсан, çынсем хĕлĕхне çăлса пĕтеретчĕç. СПВВ. ФН. Çулăк — кăшăл çине шăлаканни. Питушк. Çолăк — метла (тыр çи шăлма, без черена). Тюрл. Çолăк — çиçмелли, метла для вороха (очищают ворох). Ст. Чек. Çулăк е çулкă — хурăн тăрринчен тунă шăппăр. Сред. Юм. Çолăк тесе хôрăн вăрăм патаккисĕнчен тунă шăпăра калаççĕ. Илебар. Çулăкĕ хыçалтă.

Çавăн пекех пăхăр:

çулă кăмпа çулă пыршă çулă-çулĕпе çулăç « çулăк » çулăм çулăмлă çулăмлăн çулăмлан çулăмлантар

çулăк
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150