Шырав: çумăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çомăр (с’умы̆р, с’омы̆р), дождь. См. çăмăр. СТИК. Тен çумăр çăват-и кĕçĕр; пĕлĕтсем хура-хура туха пуçларĕç. Смотри, как бы сегодня дождь не пошел, все собираются черные тучи. N. Икĕ уйăхран (через два месяца) аслă вăйлă çумăр килчĕ. ЧС. Вара аслати авăтăрĕ (= авăтрĕ) те, шултăра çумăр ячĕ, кĕтӳ те кӳртĕрĕ (= кӳртрĕ). N. Çумăр çумаллипе çăвать. Дождь идет все сильнее и сильнее. Янш.-Норв. † Çумăр килет хуралса, вăрман çине шуратса. ТММ. Мана кĕтеççĕ, эпĕ тухатăп та, тарса пытанаççĕ. (Çумăр). Зап. ВНО. Çумăр юхтарса çăвать. Идет сильный дождь. Ib. Çумăр çӳпçерен тăкнă пек тăкать. Шурăм-п. Çумăр çӳпçерен янă пек çурĕ. Ib. Унччен те пулмарĕ, пĕр хĕринчен (с одного края горизонта) çумăр кăвакарса тухрĕ. Изамб. Т. Çумăр çуса иртсе кайсан, когда выпадет (или выпал) дождь. Регули 1367. Çомăр чарăнсанах, кайрĕ. Ib. 1080. Çак çомăрта порте йĕпенчĕç. Этот дождь помочил всех. Ib. 1061. Çомăртан (лапраран) каймарĕç. Не пошли, так как был дождь (была грязь). Ib. 806. Çомăр çуни лайăх мар. Ib. 412. Ыран çомăр полĕ (пожалуй будет). Ib. 410. Ĕнер-çомăрччĕ. Вчера был дождь. Сятра. Çомăр кĕрсе карă, тет, Холă кап çомăр çоат, тет. Ib. Кăнтăрлаки çомăр ниме те йорачас, тет (типсе каят), каçхи çомăр анчак калчая йорат. Ib. Ирек корак кăçкăрсан, çомăр полат, тет. Ib. Ой, чивер çомăр çоат, тӧр çомăр. N. Паян çумăр çĕре витерчĕ пулĕ (промочил небось). N. Çумăр витерчĕ мана паян (дал знать). N. Уяв вăхăтĕнче çумăршăн (чтобы выпал дождь) чӳк тăваççĕ, вăл чӳке ачасем тăваççĕ. Ст. Шаймурз. Иртнĕ çумăра юпах тьыхапа ан хăвала, теççĕ. (Послов.). Череп. Çумăр çапса çăват (хлещет). Ib. Çумăр тĕтет (льёт во всю). Ib. Çумăр çунтарат („жарит“). N. Пĕр карчăкпа пĕр старик пурăннă. Пурăнсан-пурăнсан, вăсен ача çуралнă. Вырăс йăлипе, пачăшкă хушнă тăрăх, вăсем ăна тĕне кӳртме чӳркӳве кума тупимасăрах кайнă; ялĕпе те пĕр çын тупиман, мĕшĕн тесен, кума пулас пулсан, чӳркӳве каймала: чăвашсем унта хăшĕ ĕмĕрĕпе иккĕ анчах кайнă: тĕне кĕме, вилсен. Кусене хирĕç пĕр шап-шур сухаллă пуçтаракан старик тухнă та: ăста каяттăр? тесе ыйтнă. Лешсем: ача тĕне кӳртме каятпăр та, пирĕн кума çук. Эсĕ пулмăн-ши? тенĕ. Старик хавас турĕ, ачана тĕне кӳртрĕç. Ача çитĕнет. Пĕре урамра выллянă чух, унтан пĕри: сан пуск-аçу кам? тесе ыйтнă. Лешĕ: пĕлместĕп, тенĕ. Юлташсем пурте кулса ячĕç. Ача вăтанса пӳрте кĕчĕ; амăшĕнчен: ман пуск-атти кам? тесе ыйтма тапратрĕ. Амăшĕ ăна мĕнле тĕне кӳртнине каласа кăтартнă. Вара ача ашшĕсенчен вăрттăн пуск-ашшĕне шырама кайрĕ. Çулпа утса кайнă чух, вăл пĕр хутаç çакса хирĕç пыракан старика курнă. Старик унтан: ста каян, тесе итсен, вăл: пуск-атти патне каятăп, тенĕ. Пуçтаракан: сан пуск-аçу эпĕ, ман пата пырас тетĕн пулсан, куçна хуп, тенĕ. Ача куçне хупрĕ. Уçсан, пĕр пит кетмер пӳртре тăнине курчĕ, тет. Пыск-ашшĕ ăна хунь пӳлĕмĕсене кăтартса çӳрет. Пĕр пӳлĕмре ача ала çинче такана ларнине курчĕ. Патнерех пырсан ала витĕр пăхрĕ те, халăх хĕрсе тыр вырнине курчĕ. Вăл халĕ пĕлĕт çинче пулнă. Ача тĕлĕнсех карĕ. Астумасăр такана çине пусрĕ те, таканари шу тăкăнчĕ-карĕ, ала витĕр юхса çумăр пулчĕ. Халăх хыпаланса кĕлте йăтма тапратăрĕ. Ак мĕнтен пулать çумăр. Б. Олг. Витререн (каткаран) çунă пак çурĕ çомăр. Ib. Тата вăл çомăр витрех вуртарчĕ. Кроме того, он заставил в дождь жать хлеб. N. Вăрман хыçĕнчен çомăр хăпăрать. Из-за леса идет сюда дождик. КС. Çумăр ӳккеле пуçларĕ (накрапывает), сăрат (кладку) тăвар. Артюшк. Çумăр чарăннччен, кунта кĕтсе ларар-ха! Спшрак. Эпĕр конта ларнă чох (пока мы здесь сидим), каллах çомăр çума поçланă. Сарат. Çумăрăн хӳри кăна çакланчĕ. Дождь задел только краем. Ib. Çумăр çитсе çапрĕ. Нагнал и вымочил дождь. Бюрг. Кураксем кранклата пуçласан, çумăр тухат, теççĕ. N. Çумăра яман накидкă. || В перен. смысле — о плачущем. Сред. Юм. Çумăр çăвать! (Йĕрекен çын çинчен калаççĕ). СТИК. Пĕр ушкăн çумăр çуса карĕ (т. е. он поплакал, пролил слезы. Гов. о маленьких).

Çавăн пекех пăхăр:

çумă-куççи çумăç çумăн çумăнчи « çумăр » çумăр çырли çумăр кăмпи çумăр курăкĕ çумăр пĕлĕчĕ çумăр хулли

çумăр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150