сколько требуется для человека. N. Икĕ çынлăх апат чиксе кай. Возьми с собой еды на двоих. Изамб. Т. Тăватă çынлăх çăкăр ил. || Человеческая природа, свойство. ЧП. Тăвансам мана пăрахас пулсан, тухат ман çамрăк пуç çынлăхран (перестану быть человеком). Баран. 67. Сана персе вĕлерес пулĕ (убьют), е çĕмĕрсе çынлăхран кăларса пăрахĕç. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. N. Çынлăхран хама хам кăларни. N. † Кунтан, тăванçăм, мана та пăрахас пулсан, манăн пуçăм тухĕ те çынлăхран. Ст. Чек. Хĕне-хĕне, шăмми-çаккисене амантса пĕтерсе, çынлăхран кăларнă (изуродовал, обезобразил). Ib. Ун çинчен усал калаçа-калаçах, (ăна) çынлăхран кăларчĕçĕ (опозорили клеветой). Ib. Ку мĕнле тĕлĕнмелле çын сирĕн, ухмах-им вăл? — Унăн ăсĕ çавăн чухлĕ çав ĕнтĕ, ăна пĕчĕкçĕренпех, вăрçа-вăрçа, хĕне-хĕне, пăсса çынлăхран кăларчĕç. Календ. 1907. Пурна-киле ĕç шухăшне те пăрахать, вăл çынлăхран тухать: машшина пек, ăçталла янă, çавăнталла кайма вĕренет. N. Хăй таса çын пуласшăн, хай ачана çынлăхран кăларчĕ. N. Ашшĕ-амăшĕ умĕнче те, упăшки умĕнче те çынлăхран тухать вăл.
Çавăн пекех пăхăр:
çынçиенле Çынахвун çынвĕлерен çынлă « çынлăх » çынла çыннăн çынни-çыннипе çынсăр çынсăрлăх