работать; делать. Регули 260. Эп она корса ĕçлеменнине. Янтик. Хĕлĕпех эп ун патĕнче ĕçлесе пурăнтăм. Всю зиму я проработал у него. Регули 105. Ĕçлессипе аптранă. Только и думает о деле. К.-Кушки. Ял тăрăх чупма вĕреннĕ çынсем килĕнче ĕçли-ĕçлеми ирттереççĕ. Люди, привыкшие слоняться по деревне, работают дома без усердия. Сред. Юм. Ĕçле-тăркачă, вилес патне çитрĕмĕр ĕнтĕ паян. Сегодня мы заработались до упаду. IЬ. Ĕçлетсĕн, ĕçле. Если будешь работать, работай. Альш. Вăрă патне пырат та, вăрра кăшкăрат: эй вăрă, мĕн ĕçлен? тет (что ты делаешь?). Кратк. расск. 26. Эсир мĕнле ĕç ĕçле пĕлетĕр? Какую работу вы можете работать? N. Пуçĕ çав таран ĕçлет. У него настолько башка работает (т. е. он ничего умного придумать не может). Хора-к. † Йăван лаши ― тор лаши, ĕç ĕçлесе ватăлман, хĕр шыраса ватăлса. Иванова лошадь — гнедая; не от работы она постарела, а постарела в поисках невесты (для хозяина). Ашшĕ-амăшне. Кирек те мĕскер ĕçле! Делай что хочешь. Регули 592. Полать (полакан) ĕçлеми çын. Бывает неработящий человек. Вишн. 59. Ĕçленĕ чух ĕçлемен чухнехипе пĕр виçелĕх çиес пулать-и? Нужно-ли питаться одинаково как в рабочее, так и в нерабочее время? Ау 42°. Ак савнă йăмăк мĕн ĕçлерĕ! тет. Вот чего наделала милая сестричка! Сред. Юм. Ĕçле-ĕçле-ĕçле-ĕçле; ĕçлемесен, пăхна çи! Çорконне йор кая пуçласан сар-кайăк йывăç çине ларать те, çапла каласа йорлать. (Подражание одной породе птиц (иволга), которые зимой живут в деревнях и летают по дорогам, а летом в лесах. Величиной она с скворца, с желтыми перьями на груди и с длинным хвостом). N. Ĕçлеме юратни, трудолюбие. Регули 258. Ĕçлеми çын пре пор. IЬ. Ĕçлеми çын кам пор пирĕн? IЬ. Вăл çын, ĕçлеменни, кайрĕ. Изамб. Т. Халех пĕрре те киле тавăрăнмаст та, ӳссен мĕн ĕçлемĕ ул? И теперь он совсем не возвращается домой; чего он (только) не сделает, когда подрастет? Регули 261. Ĕçленĕ ут мар ку. Это — лошадь, которая до сих пор не была в работе. Земледелец. Пирĕн халăх ĕçлемен мар, ĕçлет. Наш народ не бездельник, он действительно работает. Орау. Ĕçлес пулмасан(= ĕçлемелле мар пулсан), каяс манн. Если мы не будем работать, то мне надо итти. Регули 74. Манăн паян ĕçлес. Я сегодня намерен работать. Якейк. Ĕнер ĕçлесмĕн кона. Это, оказывается, надо было сделать вчера. Собр. Вут хутмасăр çăккăр пиçмест, ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр пулмасть, теççĕ. Не истопишь печку — не испечется хлеб; не привыкнешь к работе — не обзаведешься домом. (Послов.). Регули 103. Вăл тарçă ĕçлесре лайăх. Тот работник хорош в работе. IЬ. 118. Ĕçлессинче прахрĕ кайрĕ (сомн.?). IЬ. 112. Ĕçлесшĕн окçа паратăп. || Обрабатывать. Чув. календ. 1911. Çĕре лайăх ĕçленĕрен манăн тырă çынсен пулман чух та пулчĕ. От хорошей обработки земли, у меня бывал урожай хлеба и тогда, когда у других его не было. N. Мĕн ĕçлетпĕр-ха? (Так говорят, если придут к человеку, что-нибудь делающему). || Родить. Алешк. Сапл. † Çак Саплăк хĕрсене кам ĕçленĕ(= родил)? — икĕ пичĕ хĕрлĕ улма пек.
(э̆с'л'э), шить. Якейк. См. çĕле.
Çавăн пекех пăхăр:
ĕçлĕх ĕçлĕхлĕ ĕçлĕхлĕн ĕçлĕхсĕр « ĕçле » ĕçлеçи-кайăкĕ ĕçлев ĕçлевçĕ ĕçлекеле ĕçлекелерĕш