Шырав: Мамăк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(мамы̆к), пух. Шибач. Хор мамăк (-к’). Пшкрт. Хор мамăк (-к), Шарбаш. Мамăк: 1) пух; 2) вата; 3) частицы, отстающие от пряжи во время тканья и падающие на пол. О сохр. здор. Тĕк-мамăк та çĕр мамăкпа тир тумтир майлах. Якейк. Мамăк пак çĕре ятăр? (Гов. об умершем). ЧП. Мамăк минтер. Ib. Мамăк тат. Кĕвĕсем. Тăваткăл та минтер, хăмаç пит, ялан шурă хурăн (гуся) мамăкĕ. С. Айб. † Мамăк калпак, ука ярапа, асăнать-ши туя каясшăн? Пазух. Хура сăрлă арча сакă çинче, мамăк калпакĕсем те, ай, тĕпĕнче. Н. Лебеж. † Чупа-чупа çырла пухрăм шур мамăк калпаксене туличчен. ЧП. Шур качака мамăксем. Ст. Шаймурз. † Тăваткăл та кĕççе, шурă кĕççе, пурте шурă качака мамăкĕ. АПП. † Машшинара мамăк тапаççĕ, пĕрчĕн-пĕрчĕн суйлаççĕ. N. Мамăкне çĕленĕ. Простегано. Кĕвĕсем. Шурă мамăк çиппи шур перчетке ялан сирĕн аллăрта куратăп. ЧП. Мамăк тӳшек, пуховая перина. || Деньги. СПВВ. МС. Мамăк — хур мамĕк = укçа; кун мамăкĕ пур-ши? теççĕ. || Кропило (церковное). Яргуньк. Мамăк шывĕ, „Святая вода“. || Вата. N. Мамăк хурса çĕленĕ (о стеганом одеяле). N. Мамăкне çĕленĕ (простегано), КС. Çĕр мамăк (–гэ̆, -к’), вата. Шибач. Çĕр мамăкĕ (-к’), вата. Череп. 'Чăн мамăк, вата. V. S. Çĕр мамăкĕ пирри, „бязь“. N. Хир мамăкĕ, чăн мамăк — вата. Туй. Эпир ларнă вырăна чăн мамăк шăтса тухтăр. (Мăн-кĕрӳ сăмахĕ, ăна вăл тухса кайнă чухне калат). Макка 19. † Сирĕн пӳртĕр пит шурă иккен, ăна чăн мамăкпа мăкланă. Н. Лебеж. Хир мамăкĕ', вата. Ib. † Çеçен хирĕнче хир мамăкĕ; пуçтарса илĕр, хĕрсем, мамăкне, авăрлаттарăр майорăн майрине, çыхтарăр Куртейĕн майрине.
(-мы̆к), назв. деревни. Ст. Мокш.

Çавăн пекех пăхăр:

маляри маляриллĕ малярия мамă « Мамăк » мамăк çĕр мамăк шывĕ мамăкçă мамăклă мамăкла

Мамăк
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150