(вэ̆рэ), кипеть. К.-Кушки. Яшки вĕрет-и? Кипит ли похлебка-то? Ib. Шыв темĕскер час вĕреме кĕреймерĕ. Вода что-то долго не закипает. N. Шыв вĕресе пĕтнĕ (выкипела). Ала 10°. Кăшт тăхтасассăн, сăмовар вĕрерĕ, тет. Немного погодя, самовар скипел (в Якейк. тоже «вĕрерĕ»). СТИК. Шăршлă шывăн шăрши вĕресе тухат (уничтожается кипячением). Изамб. Т. Хуран вĕреме кĕрсен... (когда закипит). || В переносном знач. Сир. 146. Манăн ăшăм-чиккĕм пĕр май вĕресе тăрать (беспокоюсь). Полтава 54. Вĕри шыв пек тулхăрса, вăл ĕç вĕрет (работа кипит) халь ĕнтĕ. || О роднике. Г. Т. Тимоф. Çăл-куçĕ вĕресе тăрать. Родник клокочет. Хыпар № 28, 1906. Ту аяккинче вĕресе юхса тухакан çăл патĕнче лашасене, тăварса, курăк çине ятăмăр. КАЯ. Вăл кӳлĕ панче пĕр вĕресе тухакан çăл пур. || Кишеть. Шел. II. 28. Ак Шупашкар халăхĕ тухать каçпа пульвара... параçниксем пулсассăн, чисти хурт пек вĕреççĕ. Шел. 18. Кĕмĕл тĕслĕ шывсенче хурт пек пулă вĕреччĕ (= вĕрет-чĕ).
Çавăн пекех пăхăр:
вĕрĕлсе ӳк вĕрĕлтер вĕрĕлтет вĕрвитса « вĕре » вĕре çăл вĕре-çĕлен вĕре-çĕленлĕ чир вĕрекен çăл вĕрекен кӳлĕ