имеющий середину. Кубня. † Хура варлă тутăр, ешĕл çӳçе, çыхсан çыхмасан та, пуç тулли; савнă тантăш, хура куç, курсан курмасан та, куç тулли.
имеющий лог. Шел. П. 58. Вăрмар ялĕ тарăн варлă çырма-çатрасен тăрăшне, таçтан таçта тăсăлса, сарăлса, ларса пĕтнĕ.
приветливый, добрый, сердечный; тароватый. Кратк. расск. Авраам вăл пит варлă çын пулнă. Çав çынсем патне пынă та, ӳксе пуççапнă вĕсене. СПВВ. ПВ. Варлă çын — добрый. Фи. Финн çынни тата питĕ чăтăмлă, варлă çын. Çын хăйпе кăмăл калаçсан, вăл унпа кăмăллă, йăвашшăн калаçат. Бур. † Кил йышĕ варлă пулсассăн, сĕтел умĕнчи çын эпир. N. Çакăра-тăвара та пит варлă çынсем. В отношении хлеба-соли они тоже очень тароваты. Юрк. Ăшă кăмăллă, варлă çынсем, amabiles, соmеs, lrpidi). || N. Варлă тус. || Состоящий в дружеских отношениях. ЧС. Сителĕклĕ пурăнакан çынсем хăйсен хурăнташĕсем, варлă çыннисем патне хăнана çӳреççĕ. || Дружно, любовно. X. Çăкăр-тăвар пĕрле ĕççе çимелле пултăр, пĕр варлă пурăнмалла пултăр. СПВВ. Вар, варлă пурăнас, варланас. Яргуньк. Хĕрĕ пĕр ĕмпӳ ачипа варлă пурăннă, тет те, çавăнпа çав çĕвĕç хуçана каяшшăн (замуж) мар, тет. Сĕт-к. Олянпа Микула пит варлă порнаççĕ. Ядр. Тата вĕсене варлă пурăннă хĕрсем ашăли(-ал-шăлли) туса параççĕ. || Состоящий в любовных отношеииях. А. П. Прокоп. || Укçинепе варлă ача варне тытса макрать, тет. Юрк. † Пирĕнпе варлă çичĕ хĕр, çичĕ хут чаршав карсамăр, мана илсе юлсамăр (Солдат. п.). N. † Пирĕнпе варлă хĕрсем çук, çавăнпа пирĕн тутăр çук. N. † Хамăрпа варлă хĕрсене хамăр чĕрçине лартрăмăр. Яргунък. Çав улпутăн арăмĕ пуппа варлă пулнă, тет. Сред. Юм. Арçынна варлă (любимая мужчинами), хĕр-арăма варлă (любимый женщинами); арçынна варлă, тесе, арçын пит килĕштерекен хĕрарăма калаççĕ; хĕр-арăма варлă тесе, хĕр-арăм пит килĕштерекен арçынна калаççĕ. Сред. Юм. Арçын (арз’ын) варлă — с мужской физиономией. || Пĕр варлă, единоутробный. Изамб. Т. Пĕр варлă çынсем, дети одной матери. У КС. — пĕр варти çынсем.
Çавăн пекех пăхăр:
варкан варкат варкаттар Варккуç « варлă » варлă-туслă варлăçăм варлăм варла варлан