или выçă, голодный; голод. Хыпар № 37, 1906. Тырри пулнă çул та, йӳнĕпе сутса пĕтерсе, халăх выççа юла пуçларĕ. Сред. Юм. Мĕн выç кашкăр пик уллан? Что ты воешь, как голодный волк? (говорят плачущему). Юрк. Вăл лашине, çиме памасăр, выçă вĕлерчĕ. Кан. 1929, 165,4. Выçă йăтта тутти çуллать, теççĕ вĕт юмахра. Истор. Нумайĕшĕ, выçă кавсăлса, ниăçтан йӳнеçтереймесĕр, вăрра пикеннĕ. Шумш. Выççа-тотта корнă çын. Человек, испытавший и голод и сытость. (Послов.). Бгтр. Пуп, хырăм выçăпа (от голода), çĕрĕпех çывăрмарĕ, тет. Ала 93°. Выçă усра, держать голодным. БАБ. Темĕн чухлĕ çын выçă вилчĕ (перемерло с голода), тет. Çĕнтерчĕ 6. Выçăпа вар-хырăм пит чăрлатать (урчит). Кан. 1927, № 241. Выçăпа аптăранă çынсене кивçен пачĕ. Сир. 294. Çавăнпа вара таса вырăна сыхлама çынсем нумай та юлман, выçă аптăраса, харпăр хăй çĕрне саланса пĕтнĕ. || О злаках — тощий. Чув. календ. 1911. Ыраш выçă пулчĕ пулин те, теçеттинерен 45 пăт тухрĕ. Ч. С. Уяр пулать те (бывает), тырă пулă выçă пулать (родится). || Жадный. СПВВ. N. Иуда пек выçă чунлă пуласран сыхлан, тенĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
въезд въезжать въехать вы « выç » выç-варлă выç-варла выç-выçă выçă выçă çил