сватун(-ья); сводник(-ца). СПВВ. ЕХ. Евчĕ — хĕр çураçнă чухне хăтана çӳрекенни. Юрк. Евчи (арлă-арăмлă) туй тапранас уммĕн икĕ хăта хушшинче туй пирки калаçаканни, хĕре çураçаканни, чăпăрккă пăрахаканни. Янш.-Норв. Çураçиччен хĕр ашшĕпе авланас ашшин хушшинче сăмах çӳретекени евчĕ пулать. Евчи вăл е хĕр ашшĕсен пĕлĕшĕ пулать, е упăшки пулассин пĕлĕшĕ пулать. Упăшки пулассин ашшĕ енчĕ патнĕ каять те, хĕр ашшĕ патне: хĕрне хулăм мĕн чухлĕ ыйтать? тупра мĕн мĕн парать? тесе, ыйтма ярать. Ст. Чек. Упа лартат евче çăккăр-тăвар. Медведь угощает сватунью. Изамб. Т. Евчĕ всегда бывает из той же деревни, откуда невеста. N. Ывăл ачи ӳссе çитсессĕн, ашшĕ-амăшĕ хĕр шыра пуçлаççĕ. Хăтана тӳрех хăйсем çуремеççĕ, вĕсем пит вăтанакан çынсем, шыраççĕ вĕсем çын урлă, вăл çынна евчĕ теççĕ; евче... е арăмĕ, е упăшки уйрăм пулмаççĕ, икĕшĕ пĕрле пулаççĕ. Евчĕ малтан хĕр ашшĕ-амăшĕпе калаçаççĕ, ыйтаççĕ панине-паманнине. || СПВВ. «Евчĕ — посредник. IЬ. † Тусана тăвас пулсан, лайăхне ту, ялти туса евчĕ кирлĕ мар». Стюх. † Тăватсăн, ту тусна ялтине: ялти туса евчĕ (посредник) кирлĕ мар. || Латыш. Нишлеме иккĕн кирлĕ: пĕри карчăкки, тепĕри евчи.
Çавăн пекех пăхăр:
европейский европейцы евроюсав Евтокким « евчĕ » евчи Евьен егерь Египет кобри Египет чарланĕ