скалить (зубы). См. йĕр. СПВВ. Х. Ерет — шăлне йĕрет, ерет. || Яргуньк. Тотине ерсе çӳрет. Говорят о ротозее (карма-çăвар).
(jӓр), послать, вливать. См. яр. Пшкрт. Тада jӓрӓчэ̆ соры̆к пусма кардаjа. Еще посылают его в хлев колоть овцу.
(jэр), увязаться, привязаться, присоединяться; сопровождать; принимать участие. Якейк. † Сарă вăрăм варли пур, сар ачасам ереç поль. Есть у меня красивая, статная подруга, но, должно быть, привяжутся к ней красивые парни. Сёт-к. † Хор лотра варлия хора ача ерчĕ поль, атьăр киле ачасам. N. Кам ăслăлăхлă, çавна ер (присоединись). Требн. Вăл хăйĕн урапи çинче ларса Исаиа пророк кĕнекине вуласа пынă. Святой сывлăш Филиппа каланă: çак урапа çумне пырса ер, тенĕ. Н. Сунар. Кашкăр, хавасланса, йытăпа пĕрле ерсе карĕ, тет, йытă патне. НАК. Пирĕн аттесем те вăл йĕркене ерсех каймаççĕ. И наши родители не очень-то принимают участие в этом обряде. Чăв. ист. 10. Çав авалхи юмах пире чăвашсенĕн тĕп-аслашшĕсем çĕр ĕçне мĕншĕн ерсе кайнине пит лайăх кăтартса парать. Беседа. Вăл вара çав çĕрте пурăнакан пĕр çын патне пырса ернĕ; вăл çын ăна сысна кĕтме янă. || Вступить в предосудительную связь. Чăв. й. пур. 29. Унтан вара вăл шăллĕне те авлантарнă, ăна авлантарсан, ун арăмне ернĕ. Ала 11°. Вăл татах тапăннă, тет, анчах ерейман ăна вăл (id efficere non potuit, ut cum femina coiret). ЙОН. Çакă ялта хĕр нумай, качччă ермен хĕр çук. Сир. 81. Хĕр чухне вĕсемшĕн пăсăласран, ашшĕ килĕнчех йывăрланасран хуйхă; мăшăрлансассăн, урăх çынна ересрен, упăшка пур çинче ача-пăчасăр пуласран хуйхă. || Приставать (о болезни). О сохр. здор. Вăл чир тумтирсем, пĕренесем çине те ерсе юлать. Эта болезнь заражает и одежду и стены. Сред. Юм. Кĕçĕ ернĕ. Пристала чесотка. || Увлечься (чем). Истор. церк. Ĕçке-çике ан ерĕр, эрех хыçсăн ан кайăр. Беседа. Çапла хăтлана-хăтлана, пĕтĕмпех ĕçке ерет. IЬ. Ĕçме ернĕ çын. Спившийся человек. Беседы на м. г. Ĕçке ернĕ çын. Требн. 50,28. Ĕçке ерсе пурăнмастăн-и? || N. Эп юхха ертĕм. Обеднел. || Прилипать (напр. о паутине). К.-Кушки. Эрешмен карти ура çумне ерет (осенью).
(jэр), распустить. Яргуньк. Мĕн пĕсехĕне ерсе çӳрен? Что ты ходишь с расстегнутым воротом?
(jэр), седло. Сред. Юм.
(эр) неупотреб. слово (ар.), отсюда ерлен.
Çавăн пекех пăхăр:
епсĕрт ептеш Епхим Епхин « ер » ерç ерçӳ ерçӳллĕ ерçӳсĕр ерĕç