(jы̆лды̆ра), блестеть. N. Юпи йăлтăраса унки шăнкăртатса тăрать. (Такмак). Юрк. † Икĕ çĕрĕ, кĕмĕл çĕрĕ, нумай йăлтăрарĕ аллăмра. Бюрг. † Сарă хĕрĕн уринче Чĕмпĕр пушмакĕ йăлтăрат. || Улыбаться. КС. Т. VI, 27. Эсĕ ху та пĕлетĕн, эпир пĕр сăмахсăр пурăнаймаспăр; кил хушшинче вăрçас та шăмарас та пулат, кулас та йăлтăрас та пулат. (Моленье хĕрт-сурт'у). Янтик. Ку хĕр путлĕ мар пуль, ытла пит йăлтăраса тăрать (улыбается, вертится, кокетничает). || Блестящий. Хорачка. Jы̆лды̆ра шы̆рча (мы̆jа с'агаччы̆, хаклы̆ мар). Çеçпел М. 15. Çил-тăвăл иртсессĕн, йăлтăра çанталăк кăмăллăн та лăпкăн ачашланса канĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
йăлтăр йăлтăр шупка йăлтăр-йалтăр йăлтăр-ялтăр « йăлтăра » йăлтăрав йăлтăрка йăлтăркка йăлтăрккалан йăлтăрма