(jэ̆с), желтая медь, латунь. Янтик. † Хăта сĕтел йĕс сĕтел; йĕс сĕтелĕн пăхăр ура; йĕс сĕтелне аврăмăр, пăхăр урине тайрăмăр. У свата стол из желтой меди, а ножки стола из красной меди. Стол мы погнули, а ножки скосили. N. † Йĕсрен кĕпер айĕнче вуник пăчăр тытрăмăр. Орл. II, 248°. Чӳрече виттĕр икĕ кĕвенте утăп. (Уйăх çутти). М. Т. † Йĕс кĕлĕлĕ аттине илсе тăхăнма, пулмарĕ. Завражн. Йĕс хоран, медный котёл. N. † Йĕс таканлă аттăр пур, такăрлатăр урама. N. † Йĕс тупанлă çуни пур, çути юлтăр çул çине. Образцы 88. Йĕвенĕсем йĕс-чĕн-мĕн. Никит. † Çич çил арман, хушшине çи-ç йĕс кĕпер хыврăмăр. Образцы 81. Шăрçа çапнă кăмакине йĕс вут хутса йăрăпăр; йĕс вут хĕрсе çуннă чух хĕрне илсе тухăпăр. СПВВ. ЛП. Йĕс = туйă.
честь? (с тат.?). || Тайба. † Ах, хăнамçăм, пикемçĕм, пирĕн йĕсе ан çухат; пирĕн йĕсе çухатсан, ху йĕсӳ те çухалĕ. (Непонятно!).
Çавăн пекех пăхăр:
йĕрче йĕрше Йĕршер йĕршшыв « йĕс » йĕс çĕлен йĕс ала йĕс киремет йĕс куттăм йĕс пуçтри