(кы̆ваба), пуп, пупок. Макка 212. Вăл (бабка) йăра, ачине çуратсан, тирпейлет; тутăрпа чăрканă чухне ачин кăвапине шăлĕпе çыртса, шатăртаттарса татса илет; унтан вара ачи енелле пăхать те, ун çине сурса, калать: çапла ятлă пултăр, тет. Шел. 22. Улăхсенче утисем кăвапаран (по пуп) ӳсетчĕç. N. Ачи кăвапипе явăннă, пăвăннă, чăрканнă (при родах). Ст. Чек. Çыннăн чунĕ кăвапара. Анне пирĕн ача тăвакан арăм патне кайнă. Арăмăн ачи виле çуралнă. Анне калат: ан йĕрĕр-ха, тет; турă çырнă пулсан, сывлăш кĕрĕ-ха ăна, тет. Вара, — ачанăн кĕпи пулат вĕт-ха ак, ача кăвапи унтан тытăнат, çавăнта кĕпипе ача хушшинче кăвапара темĕскер пăрçа пек калла-малла çӳрет. Анне çав пăрçа пеккине ача ăш енне аллипе пусса сăтăрса ярат та, ача кăшкăрса та ярат; ачи халĕ те пусан пурăнат. Ib. Ача çумне пĕр шит ытларах хăвараççĕ (кăвапине), вĕçне çиппе çыхаççĕ. Кĕске кассан ача çумне, ача час-час тăракан пулат, тет. Хĕрарăм çумĕнчен кăвапи ӳкет, ăна кункăра айне тăваççĕ: лайăх пултăр; ĕмĕрлĕ пултăр, тесе, лартаççĕ, йăт-качка çийесрен. Ib Тум хайар = ăш чирĕ, кăвапана пăрса ыраттарат. Ир. сывл. 25. Кунта халь çĕршывăн тереклĕ ăс-пуçĕ, тĕнче кăвапи. || Ямочка иа печеве. Менча Ч. Варрине (т. е. хăпарту варрине) пĕр чĕрĕ çăмарта кӳртсе лартаççĕ те, ăна кавапа теççĕ. Апат çисе тăрансассăн, çăмарта хупписене, хăпарту сăмсине, кăвапине çав куннех ака кăларнă ана çине кайса çĕре алтса хураççĕ. (Ака пăтти). ДФФ. Пашалу (жертв.) варрĕне (так!) йĕтĕр пуçĕпе пусса тутаратчĕç, ăна «кăвапи» тетчĕç. См. кăлапа.
Çавăн пекех пăхăр:
кăвакпĕл кăвакша кăвал кăван « кăвапа » кăвапа çамки кăвапа пырăшĕ кăвапа тымарĕ кăвапалă кăвар