то же, что кĕлĕ, моленье; молитва. Отсюда: кĕлилен.
то же, что кил. N. Унăн пур кĕл-йышсемшĕн. Ошибка?
(к'ӧ̆л, к'э̆л), пепел, зола. Тогаево. Вара шуйттан çӳри хай чол илчĕ, тет те, чăмăртарĕ, тет; вара чолĕ кĕл полса карĕ, тет. Тим. † Пирĕн çырма пуçĕнче катăк чӳлмек ларат-çке; кайса илĕр, карчăксем, кĕл кăларма юрĕ-çке! Чăв. й. пур. 13. Ашшĕ-амăшĕ пиллесен, пин пулать; пиллемесен, кĕл пулать. (Послов.). См. Ск. и пред. 65. Альш. † Кĕпе кĕлерме тытăнсан, чавса таран кĕл пултăм. (Хĕр йĕрри). Ib. Эпĕ сана, пĕрре çĕклесе çапса, кĕл туса прахăп! (расшибу вдребезги!) Сред. Юм. Карчăк кĕл пôлайса вĕçсе кайрĕ, тет (разлетелась вдребезги, от удара 60-пудовой палицы). Синерь. Шăлнĕ (= шăллĕ) тытса çавăрса çапрĕ, тет те, виçĕ куçли (трехглазый) кĕл пулса вĕçсе карĕ, тет. Полтава. Санăн сăнă кĕл пекех (ты бледен). ТММ. Ахалех, ĕçсĕр çӳрекене: кĕл алласа çӳрет, теççĕ. Ск. и пред. 22. Кĕл пек тăпра çийĕнчен вăкăрсем пек утаççĕ. Б. Янгильд. Иккĕшĕ те хăраса кĕл пек шуралса кайнă, тет. Янтик. Мĕнле кăçал çул тӳрленмес? — пăрмай кĕл пек тăрать. НИП. Кĕл пек шурă, кĕл тĕслĕ, бледный (человек). Ib. Кĕл пек шурăхса кайнă. Побледнел как зола. Юрк. Ăшă çăкăр çисе пурăнас чухне, хĕрарăмĕсем ӳркеннине пула, е вутта шелленине кура, икĕ эрне типнĕ çăкăра, кĕл пек пулнине, çисе выртаççĕ. N. Пирĕн асап кĕл пулса вĕçсе кайтăр. Ерех 9. Хăй (она) хăранипе кĕл пек кăвакарса кайнă.
(кэ̆л'), все (т. е. только, исключительно; срв. тат. ril). N. Эпĕр Хусантан тухнăраниа ял курман, пӳрт курман, уçăм курман, кĕл лачака кăна.
Çавăн пекех пăхăр:
кĕкĕрт кĕкĕрчен Кĕкерç кĕкрем « кĕл » Кĕл ĕшни кĕл вучохĕ кĕл кĕле кĕл кĕллеттер кĕл кĕтӳçĕ