(к'э̆бэр, Пшкрт: кэ̆βӓр), мост. (В Сред. Юм. это слово произносится двояко: кпэр, или кэ̃бэр; в первом случае гласная э̃ совсем не слышится). Зап. ВНО. Алсăр-урасăр шывсем урлă кĕперсем хывать. (Сивĕ). N. Вĕсем кĕпер кутне шыва кĕме анаç. Шемшер. † Пуян çынăн пурăнăçĕ кĕпер урлă каçнă пек; начар çынăн пурнăçĕ тăвайккирен хăпарнă пек. Янорс. Кайсан-кайсан, икĕ çырма урлă каçрăмăр; икĕ çырминче те кĕпер пур. Моштауш. Çав çырмара кĕпер тунă. Çав кĕпер урлă çынсам çоран та, лашапа та каçса çӳреççĕ. Бес. чув. Вăл халĕ, ыттисем пекех, кĕпер урлă чипер каçса кайрĕ; ту çине, çуррине çитиччен, хăпарчĕ те, чарăнчĕ. N. † Вăрман патне кĕпер хурăм (= хыврăм) çырла çеçки нăмайран. Яргуньк. Ир тăчĕç, тит те, ылтăн карлăклă, йĕс кĕперлĕ кĕпер курчĕç, тит. Юрк. Çав вăхăтра Мертлĕ айĕнчи вăрман витĕр çич-сакăр ăлав чикансем тухса, Сĕве кĕпер урлă каçа пуçларĕç. Ib. Кĕпер урлă каçас чухне çав кĕпер умне кăшт пĕр çын пырса тăрат. Якейк. Паянхи çиллĕ çăмăр тырăсене кĕпер пек выртарнă (= çĕр çомнех). Эльборус. Унччен те пулмин, çак кĕпер патне икĕ çын анчĕç. Кан. Кив кĕперĕнне те айккисене (землю с боков) шыв çура (рязмывать) пуçланă. Сюгал-Яуш. Айта леш енне, кĕперпе кайса çавăрăнар, терĕ. || Мостки. Кан. Çыран куçасран кĕпер (мостки) тума тытăннăччĕ. || Помост. В. Олг., Чебокс. † Шыв ăсакан кĕперĕн (у мостков) хăми пуçнех тăтăмăр. Ст. Чек. Урапа çумĕнче кĕпер (у колеса обдирки). || К.-Кушки. Кĕпер панчи ырăсем.
(к’э̆бэр), pons ligneus, qui factus est in вершник. Мост. Якейк. Кĕпер пĕве пуçĕнче полать. Мост бывает на плотине. || Rota кĕрпе арманĕ magna, oblique collocata, quae a calcante iumento (equo) versatur. Eius axis (вaл) quoque cadem ratione collocatur. К.-Кушки. || Кĕпер — доски, настланные на наливное колесо, т. е. которыми обшита его кривая поверхность. Ст. Чек.
Çавăн пекех пăхăр:
кĕпек кĕпелĕ кĕпелĕх кĕпенаттăр « кĕпер » кĕпер ани кĕпер аякки кĕпер карлăкĕ кĕпер кашти кĕпер решетки