(к'э̆т'), немножко, чуть. Эпир çур. çĕршыв 20. Кĕт мал еннерех пĕр пĕчĕкçĕ кӳлĕ пур. Шорк. Мана кĕт (кĕтех) тапак пар-ха. Чаду-к. Унтан кĕçĕнни пичĕшсене кĕтех çăкăр парса хăварчĕ, тет. Орбаш. Ăрак, кĕт тăрсан (немного погодя), ылтăм çăмарта исе тухса пачĕ. N. Кĕт тăхтасан, çырмари шусам сахаланаççĕ. Регули 1409. Кĕт тĕкĕнсенех ӳкрĕ. Ib. 1410. Кĕт çыртса анчах илтĕм. Кĕт анчах ил. Ib. 1411. Кĕт те тĕкĕнмелле мар. Хăр. Паль. 32. Хĕвекла аран ĕлкĕрсе пырать (поспевает), кĕтех ӳкмест. N. Кĕт çеç, немножко.
(к'ӧ̆т', кэ̆т), пасти. Бес. чув. 5. Ĕнесем, сыснасем кĕтекене пулăшса çӳренĕ, унтан хăй тĕллĕнех (сам, самостоятельно) сурăхсем, пăрусем кĕтнĕ; пĕр çул лашасем те кĕтсе пăхрĕ. Торв. Пĕрре пире ял черечĕпе лаша кĕтӳ кĕтме черет (очередь) тиврĕ. ЧП. Ешĕл курăк çимешкĕн сурăх кĕтӳ кĕтсери. || Ждать. Кан. Кĕтнĕ кĕтнех, татах кĕтес эппин. N. Нумай кĕтнине (раз ждал долго) сахала кĕт ĕнтĕ. N. Нумая кĕтнине сахала кĕтĕр ĕнтĕ! Долго ждали, а уж недолго-то подождите (потерпите). Регули 1457. Эп томлантăм, ĕçлеме кайрăм, вăл пӳрте кĕчĕ, эп орамра кĕтсе тăтăм. Кан. Кĕтнĕ кĕтнех, татах кĕтес эппин, тесе, татах 2 сехет кĕтрĕмĕр. Ст. Ганьк. † Эпир савнă сар ача икĕ-виç çулсăр ан кĕттĕр (= эпĕ виçĕ çулсăр каяс çук, вăл мана виçĕ çулччен кĕттĕр). С. Тим. † Пире саван сар ачу кĕттĕр, кĕттĕр, ан кĕттĕр, пĕр-ик-виç çулсăр ан кĕттĕр («я пойду не ранее З лет; он напрасно будет ждать до этого времени»). || Надеяться. ЧС. Анне, чĕрĕлетни-ха? тесе, ытрăм. Анне: ай, ачам, темĕн вăй пĕртте çук, чĕрĕлессе кĕтместĕп, терĕ. || Прочить. N. Çын валли шăтăк ан кĕт, кĕтнĕ шăтăка ху кайăн.
подр. стуку по косе молотком. Юрк. Кĕт, кĕт, кĕт! — стук по косе молотком.
подр. звукам, издаваемым петухом, скликающим кур на еду. Сунт. Кĕт-кĕт-ĕт-ĕт-ĕт-кĕт-кĕ-ĕ-т! автан чăххисене тем çиме йăхăрнă сасă.
Çавăн пекех пăхăр:
кĕстӳн кĕсъе кĕсье кĕсьелĕ « кĕт » кĕт те кĕт кĕт-кĕт кĕт-кать кĕтĕ кĕтĕв