дикий; дико. Юрк. N. Кайăкла пурăн. МПП. Кайăкла этем — дикарь. N. Сивве тӳсеймен кайăклах ĕнтĕ вăл. || Назв. игры. Сред. Юм. Кайăкла выляс; кайăксĕм пик йăва туса выляççĕ. N. Кайăкла выляни. Пĕр-пĕр аллăм, ик-ик аллăм, виç-виç аллăм, тăват тăваш, пилпĕк пилеш, улттă улса, çиччĕ çилме, саккăр сăлма, тăххăр тăрма, вуннă ваçми. Пурте çĕре лараççĕ; пĕри вĕсене сума тытăнат, пĕр хĕрĕнчен тытăнса, тепĕр хĕрне çитиччен. Хăшне: вуннă ваçми, тесе калат, вăл кайăк пулат; хăшĕ чи хыçала юлат, вăл йытă пулат. Ăрамăн ик хĕррине икĕ йăва тăваççĕ. Пурте тăраççĕ вара çав йăвине. Йăтта юлнă ăрамăн пĕр хĕрринчен тепĕр хĕррине çитиччен хăвалама тытăнат. Вăл йăвине çитиччен хăшне çитсе тытат, вăл та ăна юлташ йытă пулат вара. Вĕсем çапла пурне те тытса пĕтереççĕ; хăшĕ чи хыçала, тыттармасăр, юлат, ăна вара эрттелпе тытса, хăлхине кăшкăраççĕ: а-а-а! тесе. Вара вăйă пĕтет. Çĕнĕрен тытăнаççĕ вара выляма.
Çавăн пекех пăхăр:
кайăка çӳре кайăка çӳрекен кайăклăн кайăклăх « кайăкла » кайăклан кайăкра çӳре Кайăксар Кайăксар-Шуршу кайăм