(карт), рожок для кормления детей. Шибач. Картпа осра. Кормить рожком (ребенка). О сохр. здор. Çаплă ачанăн амăшĕ ачине картпа ĕмĕртет. А. Турх. Карт — рожок для кормления детей. Зверев. Карт тесе, чĕч-ачине ĕмĕртекен ĕмкĕçе калаççĕ. Вишн. 65. Ачасене çитермессеренех карта çуса тасатас пулсан, çуса та çитерес çук (не намоешьсь, не успеешь мыть). Ib. Пирĕн, пĕчĕкçĕ ачасене çитерме, мăйрака çумне ĕне чĕччи çыхса, карт тăваççĕ; вăл карт ăшне сĕт яраççĕ те, ĕне чĕччине ача çăварне хыптараççĕ; ача вара çав ĕне чĕччи витĕр сĕте ĕмет çавăн пек карт ĕмнипе пит нумай ача вилет. Ib. Ача карт ĕмсе тăрансан, амăшĕсем картсене ăçта килчĕ, унта хураççĕ, тата юлнă сĕтне те тăкмаççĕ. КС. Картпа (картран) ĕмтерес — кормить рожком (дитя).
(карт), дыхательное горло. В. Олг. Карт = тип пыр; дыхательное горло.
(карт), карта (игральная). Шибач. Вара она каларĕçĕ картла выллякан хоçисем (хозяева): яр (его), терĕç, вырттăр! Ярчĕçĕ. Хурамал. Шалт ывăнсан, иккĕшĕ, ларса, укçалла картпа выляма тытăннă. Тюрл. Карты: майра, салтак, король, тус; масти: кирпĕç (бубны), хĕрес (трефы), корак (пики), червă (черви). Альш. Чечек (дама), пуртă (валет), стриккох (король), тус. Ib. Хĕрес (трефы), хĕрлĕ курак (чирван), хура курак (пики), чирван чечек (дама червей) еtс. Манăн ятмалла. Мне принимать. Манăн çӳремелле. Мне ходить. Эп тытрăм. Я принял. Эп юлтăм. Я остался. Эп тухрăм. Я вышел. Чечеке стриккухпа витрĕм. Я покрыл даму королем. Ib. Карт пиччĕнĕш — лицевая сторона карты; карт тӳнтерĕш, крап. Ib. Картсене аташтар-ха (хутăштар-ха). Стасуй карты. Сред. Юм. Карт турака тохнă. (Картла выляса никăшне те лармасан калаççĕ.)
(карт), географическая карта. Янтик. Карт çинче Мускава туп-ха!
(карт), подр. резкому движению или биению. Ир. Сывл. 18. Ыйха ӳкнĕ (сонные) хуласем картах! турĕç вăл саспа. Ib. З. Эп карт сиксе тăрайрăм. Сала 189°. Карт, карт! туртрĕ (дернул), тет те. Альш. Ула лаша карт! турĕ, чĕн тилкепе шарт! турĕ. Бур. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, атте лаши карт турĕ. КС. Шухă лашана сасартăк çапсассăн, карт туртса, тапса сикет (тянет вдруг). N. Сысна (привязанная на цепь) шывра карт туртăнат, тет. Петр сыснана ямаст, тет. (Сказка). Ялав. Çул çинче пынă чух пĕр ача лаши ман лашана тапрĕ те, ман лаша карт сикрĕ, эп ӳкрĕм. Изванк. Хăр-хам (собака), тесе каларĕ, тет, çĕнĕ картах сиккĕрĕ, тет. Тайба. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, пирĕн савни карт турĕ; карт турĕ те, мăрт турĕ, хăех, килсе, чуп-турĕ. (Хĕр сăри юрри). Чур. Чĕн тилхепе шарт тăвать, хура лаша карт тăвать; атте çитиччен пирĕн чĕре карт тăвать, атте килне çитсессĕн, пирĕн чĕре лăп пулать Т. VII. Хур пиçсен амашĕ çипрен карт! туртрĕ (дернула за нитку), тет. N. Арăмĕ карт! туртать те, сахманин пĕтĕм çĕввисем шатăртатса каяççĕ. СТИК. Ман алăран тилкепене карт туртса илчĕ (= питĕ хăварт, çиллипе туртса илчĕ). КС. Ман аллăран туяна картах туртса илчĕ (быстро вырвал из рук). Ib. Карт тапса сикрĕ. Альш. Чĕрем кăрт турĕ (при вести о пожаре).
подр. карканью.
(карт), сделать зарубку. Чертаг. Тӳрĕ картса пуранă; картса çавăрса пуранă; çавăрса картнă (разные способы срубания сруба). Ib. Çил арманĕ пек картса пуранă (особая манера срубать сруб). Янтик. Кĕтӳçсем камăн миçе чун выльăхне пĕлме шутласа çӳреççĕ, вара ăсем камăн миçе чунне пĕр патак çине картса паллă тăваççĕ. Пĕр ĕнешĕн хăйне пĕр карт картаççĕ, пĕр сыснашĕн те çаплах. Сурăхсене — 4 сурăхшĕн пĕр карт картаççĕ. Çапла камăн миçе карт, унăн çавăн тăрăх укçа тӳлес пулат, çан чул талăк апат çитерес пулат. Сред. Юм. Картнă хĕрĕллĕ тенкĕ; кив кĕмĕл тенкĕн хĕрри картлă полсан, калаççĕ. || Уважать, почитать. Б. 13. Тăлăха картăр. Сĕт-к. Мана никам та картакан çок. Меня никто не уважает, не почитает. Торпк. Ама çури амăшĕ çак первайхи арăмăнчен юлнă ачана картмасть, тет. Актай. Тăххăрмĕш качакине никĕш те картмаççĕ: сан, усалăн тытас-и (где тебя поймать вора)! тесе калаççĕ, тет. || Орау. Хăйне хăй асла картать. Важничает.
зарубка, метка; бирка. N. Тир карчĕ (метка у скорняков, для отличения хозяев шкур). Сред. Юм. Çип пĕветме панă чохне пĕвеçсĕм (siс!) пĕр патака çормаран çорса, çоррине хотăр пĕветме паракана параççĕ, çоррине пĕвекен хотăрсĕн çомне çыхса яраççĕ, çавна карт теççĕ. Б. Олг. Ну шошчăк калат, карт кăларса: сан мĕнче ят? тет. — Эп калатăп: туат ят. Туат ят картат пăрăс (пŏрŏс) çине. Эп паратăп сакăр тенкĕ окçа. Пĕре чалăш картат — пилĕк тенкĕ; виççĕ тӳр картат — сакăр тенкĕ полат. Н. Седяк. Карт, отметка на палках. А. Турх. Карт — череда; 4 овцы = 1 карт; 2 козы = 1 карт; сысна = 1 карт; корова = 1 карт; лошадь = 1 карт (ягнята, телята и жеребята в расчет не принимаются). Ib. Карт: 1) бирка, 2) письмена на бирке, З) череда. Сред. Юм. Карчĕ хоралнă. 1) Почернела палка, на которой отмечают исполненные мирские обязанности. 2) (Так говорят в том случае если) пьяница, раз отказавшись от вина, опять начал пьянствовать. Ib. Эрех ĕçме пăрахнă ĕнтĕ олă, чисти карт тусах. Он дал зарок не пить вина. || Кан. Мăйракасем çинче картсем пулаççĕ. Ib. Картпа карт хушши пысăк пулсан, вăл ĕне нумай вăхăт хĕсĕр çӳренине пĕлтерет.
Çавăн пекех пăхăр:
карсак кăмаки карсакла карст карсун « карт » карт карт карт патакки Карт Чăваш карт-йыш карт-йыш пăтти