(каџ̌ага, каζ’ага, Пшкрт: каџака), коза, козел. Тюрл. Качакаран мĕн илес? — ни çăмĕ, ни сĕчĕ. БАБ. Унтан пӳрте кĕтĕм те, хайхи сăра ĕçтерсе çӳрекен хĕр, ăшне тытса (схватившись за живот?), качака пек кăшкăрса, макăрса ларат. Каракыш. Эй, пирĕн юратнă качака туссем! Орау. Качака çăмăртан аслатирен пит хăрать. Аслатиллĕ çăмăр тапрана пуçласанах, сухалĕсене сулласа, килелле уттараççĕ. Вăсем ăшне шуйттан кĕрет, тит те, шуйттан кĕрсен, аса çапса пăрахасран хăраççĕ, тит, вăсем. Сред. Юм. Ута (сена) качака çимелĕх те çăлаймас. (Воçех те утă çăлайман çынна калаççĕ). Хора-к. Хĕрарăма шанакан качака полнă, тет. (Послов.). Юрк. † Акă хуньăм лашине, качака пеккине те пулин, кӳлсе килтĕм. Вомбу-к. Качака ашĕ, козлятина. Сред. Юм. Качака сôхалли пик (сайра сôхаллă арçынна калаççĕ). Шарбаш. Качака, козел. || Крюки (загнутые концы нахлесток — ӳрече). Бур. || Изамб. Т. Качака — «тăрнаккай» с отбитым верхним концом.
Çавăн пекех пăхăр:
качак пăтти качак пăхĕ качак пурне качак пушши « качака » качака çăлĕ Качака çулĕ качака кĕпçи качака мăйраки качака мамăкĕ