(кум), кум. Альш. Çич сакăр çухрăма ăçтан ик-виç çын тиесе çӳрен? Пăрăнтăка каят та, кайсан: кĕме çын пултăр, тесе, вырăса кум тăват: «вырăс кум.», «кума-майра» тет Пăрăнтăк майрине, Пăрăнтăк вырăсне. N. Çырăва кумсене парса яратăп. Вомбу-к. Кум (хĕреснашшĕне калаççĕ). К.-Кушки. † Ай-хай, пĕр кумаçăм пĕр кумçăм! сирĕн кивĕ уйăхра тунă сăрăрсем, икĕ питме çапрĕç хĕрлисем! См. кума.
(кум), ком (ком), сновать. Н. Карм. † Урамăрпа иртсе эп пыраттăм (проходил), вуниккĕпе ука куматтăм. Ib. Пир кумас = сӳретке çине кумас (приготовить). N. † Эпир вĕт улача кумас çук. Шибач. Пир комас. Пир комтарас: вырăна лартаççĕ тĕртме. ЧП. Эсир симĕс пурçăн куматтăр. Сред. Юм. Пир комас — пирĕн коммăлăхне тĕртмелле туса хурас, тесси (значит). Ст. Чек. 4 пĕрчĕпе çӳретеççĕ. Сӳретке (сновалки) çине кумаççĕ. Вунăпа кумаççĕ. Вăтăр пĕрчĕ пĕр вунă пулат. Хулăн çип пусан, 8, 9 вунă кумаççĕ; çинçерех пусан, 10, 11, 12 вунă кумаççĕ; пасар çипĕпе пусан, 12, 13 вунă кумаççĕ. Изамб. Т. Çăмхаласа çитерсен, пир кумма тытăнаççĕ. См. пир вырăнĕ. || В перен. см. Альш. Пĕтернĕ кашкăр сурăхсене, пыршисене кума-кума хăварнă. || Шляться, сновать, ходить попусту. Орау. Кумать тек калле-маллĕ! Шляется взад и вперед! Хора-к. Кума-кума хире тухрăм. Хурамал. Пĕчĕк ача каллĕ-маллĕ утса çӳресен: мĕн куман, чарăн ĕнтĕ! теççĕ. Шурăм-п. № 15. Хĕрарăмсем те урамра темĕскер кумаççĕ (= чопкалаççĕ). Кан. Апла пулсан эппин... Çӳре-ха, çул кумса. || Портиться (о пиве). Ст. Чек. Сăра кумса каят. Пиво заплесневело, стало портиться от тепла.
ком, то же, что кун (встр. перед «п»).
Çавăн пекех пăхăр:
куляну куляс кулясчи кулят ту « кум » кум-апай кум-атти кум-кума кумă кумăлăх