(лабы̆), низменность; ложбина, лощина. N. † Лапăсем тăрăх шыв юхать, аякран кĕмĕл пек курăнать. Изамб. Т. Унта пăртак лапăрах та, те çавăнпа (поэтому, что-ли), тăман пăртак лăпланнă пек туйĕнчĕ. Янш.-Норв. † Лапăра шуркут йăви питĕ нумай, чĕкеç йăвисене çитес çук. Шурăм-п. № 28. Малтанхи лапăри утта халăхсем, эпир çитиччен, пуçтарса, тепĕр лаппа кайнă. N. Пĕр лапăра ларать, тет, пĕр çын; пĕр çут çине пусать, тет, аллипе,— çут анса каять, тет; тепĕр çут çине пусать, тет, тепĕри анса ларать, тет. Ядр. † Торхла ялĕ лапăра; темчол лапăра полин те, кӳпсе каяс сасси пор. Ай, милый Тукас пор! Темчол ту çинче полин те, чипер полас сасси пор. || N. Лапă çĕр, долина. || N. Вăл эсĕ кăтартнă çĕре йĕрӳ лаппипе пырĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
лап-лачкам лап-тĕрĕслĕ лап-тĕшлĕ лап-тонкăр « лапă » лапăлă лапăлтат лапăр лапăрăнчăк лапăрка