назв. игры. Якейк. Молак — чышкă пак чăмăр патак. Пĕр-пĕр тӳрем çĕре йĕкĕр чышкă кĕрес пек шăтăк авăтаççĕ. Çав шăтăк. Йĕри-тавра, минче ача вылят, çан чохлĕ шăтăк айăтаççĕ. Пĕр ачи вăрăм туяпа варĕнчи шăтăк патне тăрать, тепри молак хыççăн чопакан полать. Ыттисам йĕри-таври шăтăксене тăраççĕ. Молак хăвалакан молака варĕнчи шăтăка кӳртесшĕн хăтланать; варĕнче тăраканьпе йĕри-тавра тăракансам молака варенчи шăтăка кӳртесшĕн мар, вăрăм туясампа молака çапаççĕ. Молак хыççăн çӳрекен молака варĕнчи шăтăка кӳртсен, порте хĕрĕнчи шăтăксам патне чопаççĕ; кам туйине хĕрĕнчи шăтăка чикимаçть, çав молак хыççăн чопакан полать. Молак хыççăн чопакан ăвăнса çитсен, шăтăксенче тăракансам порте патаккисене прахаç те, шăпа яраççĕ; шăпа кама тохать, çав молак хыççăн чопакан полать. Ib. Молакла — один вид мăкăрла. См. кăлайла.
Çавăн пекех пăхăр:
мокша мокшанин мол молак « молакла » молва молвить молдаван молдаване молебен