монкон, назв. праздн., пасха. N. Е мункунтан мункуна çӳрет. Шел. 105. Ме-халĕ, Урук, мункун çăмарти. ДФФ. Мункунăн иккĕмĕш кунĕнче, тунтикун, ваттисене (вилнисене) асăнатьчĕç. Ib. Пирĕн аттесем çамрăк чухне мункуна юнкун (хăрушă эрнере) пуçлатьчĕç. тет... Малтанхи куна кăлăм-кунĕ тетчĕç. Ст. Яха-к. Хăш-хăш ялсенче чăвашсем мункуна аслă типпĕн юлашки эрнин калăм-кунĕнче, юнкун, тăваççĕ. Ĕлĕк пирĕн ялсем те, эпĕ ăçтăвасса, мун-куна юнкун туса, пăтă чӳклетчĕç. Н. Седяк. Чăвашсен мункунĕ асап эрнинче юнкун пуçланать. Юнкуна калăм кунĕ теççĕ. Чăвашсем праçникĕсенче малан вилнисене асăнаççĕ – хываççĕ. Христос тĕнне тытакан чăвашсем апла мункуна малтан тумаççĕ, вырăссемпе пĕрлех тăваççĕ. ЧС. Пирĕн ялсем сĕрен мункун тунтикунĕ тăваççĕ. Ib. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ. N. Мункун (калăмкун) аслă эрнере юнкун пулать; тепĕр кун, кĕçнерникун, вилнĕ çынсене хываççĕ. N. Çулталăкра пур вилнĕ çынсене те пĕрле тăватă хут асăнса хываççĕ: мункунта, аслă кĕç-нерникун каç; мункунĕ пулат юнкун, тепĕр кунне, кĕçнерни-кун-каç, эрне-каç, вилнĕ çынсене асăнса хываççĕ. Ст. Шаймурз. Мункун эрни хушшинче. Юрк. Мункун эрни тухсан (когда пройдет). N. Мункун-каç, канун пасхи. N. Кĕрхи сăра. Кĕр сăри каç та вилнĕ çынсене, мункун-каçхи пекех, е автан сăри пекех, ăратнесене пуçтарса, çĕрле ĕрет туса, хывса çӳреççĕ. Изамб. Т. Мункун мынчи (= мунчи). N. Çакна асăнма, пĕчĕкçĕ ачасене мункун кунĕ çăмарта пуçтарма йăла тухнă, тет. КС., Изамб. Т. Мункун типпи, великий пост. N. Пупсем çӳреççĕ, тет, мункун кĕлли кĕлтуса. Макка 215°. Чăваш мункунĕ вырăс мункунĕнчен пилĕк кун малтан пулать. Чи пирвайхи кун вăсем пăтă çисе çӳреççĕ; вăсем пăттине ăратни-ăратнипе çисе çӳреççĕ. Иккĕмĕш кун ваттисене хываççĕ, виççĕмĕшпе тăват(т)ăмĕш кунĕнче кассипе çисе çӳреççĕ. Пилĕкмĕш кун сĕрем тăваççĕ. Çав мункуна турăпа патшана асăнса праçник тăватпăр, теççĕ. Мункун хушшинче чӳклеме ĕçеççĕ. Ăрам варрине кашни касса такан чуччувĕ хураççĕ, такан чуччу çинче кататса тăваççĕ, ярăнаççĕ. Изамб. Т. Хĕрарăмсем мункун кĕпи, шăлаварĕ, чăлхи çĕлеççĕ. Ib. Мункун умĕн юлашкинчен пулакан пасара мункун пасарĕ теççĕ. Ib. Мункун шăмат-кунĕ пурте мынча хутаççĕ. Ib. Ул укçана (т. е. „периленнĕ укçана“) шуйттан мункун-каç типĕтет, теççĕ. Шурăм-п. Мункун пăтти. СТИК. Мункунсенче эпĕр нимĕнле ĕç кутне те пыраймарăмăр. N. Мункунта çерçире те сăра пур, теççĕ. (Послов.). Никит. Мункун çитес умĕнхи кĕçнерникун шăнтсассăн, пăрçа пулать. N. Ма апла пит хыпаланаççĕ? — Мункун çитет. Сред. Юм. Мôнкôн (моҥгон) чохне пĕчик ачасĕне кирак (= кирек) кам патнех те кайсан, мôнкôн çăмарти тесе, пĕрер çăмарта, пĕренкĕсĕм параççĕ. Ib. Мôнкôн кôнĕ ирхĕне малтан аван çын пырсан, çитес хĕл сôрăхсĕм пит пăрулаççĕ, тет; ôсал çын пырсан, пăруламаççĕ, тет. (Народное поверье). Ib. Мôнкôн кôнĕ пôшар пôлсан, çу тăрăшпе (всё лето) пôшар пит пôлать, тет. (То же). Ib. Кăчкă-кĕлли кôнĕ Мôнкôн Хôсантан тôхать, кĕçнерникон (великий четверг) яла килет, шăматкон пӳрте кăмака хыçне кĕрет, вырсарникôн ирхĕне тĕпеле иртсе ларать. (Гов. детям). Ib. Мôнкôн çĕрĕ тĕттĕм пôлса вăт тôхса çôнтараççĕ. N. Аслă мункун, первый день пасхи. Кĕçĕн мункун, фомино воскресенье. || Имя (прозвище?) мужч. в области Тăхăр-Ял; он знал много древних преданий и бывал жрецом (молельшиком) на моленьях. (Сообщ. Ф. Т. Тайбинский).
Çавăн пекех пăхăр:
муниципалитет муниципаллă муниципальный мункаç « мункун » Мункун сăрчĕ Мунсăмса мунча мунча ăшши мунча çап