(пы̆рз'а, пŏрз'а), блоха. Пшкрт. Якейк. Пăрçа тосантан полать, теççĕ; орай çумала-ха, пăрçа ытла нумайланса каþ. Орау. Хĕвел ăшшинче пăрçисене сиктерсе ларать, тит.
(пы̆рз'а, пŏрз'а), горох. N. Пире тăвансем кĕтнĕ мĕн, кĕтсен-кĕтсен килмесен, пăрçа пек куççуль тăкнă мĕн. N. Патака ытрăм та, питĕ çӳле хăпарса кайрĕ, хăпарса кайса, пăрçа пĕрчи пек анчах курăнчĕ. Капк. Çатма çинчен пăрçа сиксен, ача-пăча ташша илет. N. Çул çинче пăрçа хăмăлĕ выртма пуçласан, каçпа ларма юрать, теççĕ. N. Пăрçа хăмăлĕ лайăх, хутаççи çуккă, симĕс, пулса çитеймес. N. Çатма çинчи пăрçа пек çавăрăн. Юрк. Чăвашсем тата пăрçа пăттипе паранкă пăтти те пĕçереççĕ. Вĕсене çупа анчах çиеççĕ. Çу сахал чухне çинĕ вăхăтра, часрах пыра анса кайтăр тесе, уйран сыпаççĕ. Сĕт пурри сĕт сыпат. IЬ. Пăрçана чăвашсем пит сайра пĕçерĕççĕ. Çулталăкне виç-тăваттă та пĕçермеççĕ. Пăрçа пулсан, ăна пăрçа çăнăхĕ тума тăрăшарах параççĕ. Çăнăхĕнчен, паллă, салма пĕçерме. Авă çав пиркепе чăвашсем пăрçанăн пит сайра пĕçереççĕ. Пăрçаран чăвашсем пăрçа кукли те тăваççĕ. Чураль-к. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, вуникĕ ана тулă акрăмăр, кучĕ пулчĕ хумăш пек, тăрри пулчĕ пăрçа пек. Пахча çим. 10. Пăрçапа пăрçа (у бобов) хушши 3 вершук пулмалла. Сред. Юм. Пăрçа али тесе пăрçапа пăри алакан шолтра алана калаççĕ. Решето для гороха и полбы. Сред. Юм. Пăрçа нимри пăрçа çăнăхĕнчен çемçерех пĕçерекен çимĕçе калаççĕ. Вомбу-к. Пăрçа яшки, вĕт салма тораса яраççĕ, сухан, пăрăç яраççĕ. N. Кунта какай яшки çук, пăрçа яшки, пулă шӳрпи, у та (= вăл та) шыв çиç. Сред. Юм. Пăрçа тар тохнă — çын вилнĕ чôхнĕ тôхакан шôлтра тара калаççĕ. Янтик. Çавсен иккĕшин пăрçа пиçмес вара. (Так говорят о тех людях, которые не могут ладить между собою).
Çавăн пекех пăхăр:
Пăрăслан пăрăх пăрăш пăрçĕмрен « пăрçа » пăрçа арпи пăрçа йывăççи пăрçа пăшаль пăрçа пĕрчи пăрçа пулькки